25 февраля 2012 г.
Пирĕн ялта хисеплĕ çынсем нумай. Вĕсенчен пĕри вăл — манăн кукаçи, Николай Иванович Кошкин. Вăл Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче кун çути курнă. Халĕ те унта пурăнать.
Эпĕ унпа чăннипех мухтанатăп, мĕншĕн тесен вăл кирек ăçта ĕçлесен те хастарлăхпа палăрнă. Пушă вăхăтра кукаçи мана хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пама юратать.
«Çын ĕçпе чапа тухать. Шкулта тăрăшса вĕрен, аслисене яланах хисепле»,— тет вăл пуçран ачашласа.
Унăн ĕç биографийĕ Кизил хулинчи «Рудничная» шахтăран пуçланнă. Çулталăк проходчикре ĕçлесе тăван ене таврăннă, «Красное Сормово» колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Темиçе уйăхран кукаçи çар ретне тăнă. Хĕсметрен таврăнсан вăл аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухнă, 1964 çулта алла диплом илнĕ. Тĕрлĕ колхозсенче агрономра, председатель çумĕнче, тĕп агрономра ĕçленĕ.
Кукаçи обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Халăх ăна шанса пĕр хутчен кăна мар депутата суйланă.
Манăн кукаçие, Николай Ивановича, 1992 çулта «ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята парса чысланă.
Кукамай та, Зинаида Игнатьевна, ял-йышра хисепе тивĕçнĕ. 40 çул ытла сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тăрăшнă. Шел пулин те, йывăр чире пула темиçе çул каялла çĕре кĕчĕ.
Кукаçин чи пысăк награди вăл — Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ. Медальсемпе Хисеп грамотисен вара шучĕ те çук.
Источник: "Каçал Ен"