АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЖКХ ыйтăвĕсем яланах кăсăклă

25 февраля 2012 г.

Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра право сехечĕ иртрĕ. Ăна район прокурорне пулăшаканĕ Е.Ягудина ертсе пычĕ. Мероприятие çавăн пекех район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Краснов, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.Силивестров, управляющи компани директорĕ Р.Садртдинова тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Чи малтанах прокуратура ĕçченĕ сăмах илчĕ.

— 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ «Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу илнĕ чухне республика çыннисен прависемпе законлă интересĕсене хÿтĕлемелли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Çак документпа килĕшÿллĕн регионри отрасль порталне туса хума йышăннă. Граждансем унта управляющи компанисен коммуналлă пулăшусен хакĕсемпе, пурнăçланă ĕçĕсемпе паллашма пултараççĕ.

Тĕрĕслевсем тăтăшах ирттеретпĕр. 2011 çулта йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртса 2 уголовлă ĕç пуçарнă»,— терĕ Екатерина Валерьевна.

Малалла Александр Васильевич сăмах илчĕ. «Çуртсенче пĕрлехи тата хваттерсенче пурăнакансем хăйсем тĕллĕн уйрăм шутлав приборĕсене вырнаçтарни граждансен коммуналлă пулăшушăн тÿлекен укçи-тенкине сисĕнмелле чакарать. Çак ĕçе кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле»,— терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ. Тата ытти улшăнусем çинче те чарăнчĕ. Халĕ нумай хваттерлĕ çуртра пурăнаканăн икĕ тĕрлĕ тÿлемелле: çуртри пĕрлехи тата хваттерти тăкаксемшĕн (индивидуальное потребление и общедомовые нужды).

Енчен те пурăнакан хваттерте 5 кунран ытларах пурăнмасан ун çинчен çирĕплетсе документсем тăратсан — çав кунсемшĕн шывшăн тÿлеттермĕç. Шывшăн тата электроэнергишĕн парăмсене 3 уйăх ытла татмасан — вĕсене чарса лартма право пур. Унччен 6 уйăхран чару мероприятийĕсем тума пултарнă.

П.Силивестровпа Р.Садртдинова 2011 çулта тунă ĕçсемпе паллаштарчĕç, малашнехи тĕллевсене те палăртрĕç.

«Коммунальный сервис» ОООн директорĕ С.Макаров коммуналлă пулăшу тарифĕсем çинче чарăнчĕ. «Пурăнакансен пирĕн ООО умĕнче 200 пин тенкĕ ытла парăм пур. Анчах та вĕсенчен вăхăтра укçа-тенкĕ пухманни чылай ĕç тума чарать»,— пĕлтерчĕ С.Макаров.

Комсомольскинче 2 ТСЖ пур. Вĕсенчен пĕрне Г.Мельникова ертсе пырать. Коммуналлă сферăра ĕçлекенсем Галина Николаевна пуçаруллă та вăр-вар пулнине палăртрĕç.

В.Мартыновăна Комсомольски урамĕсенче çÿп-çап куписем выртни пăшăрхантарчĕ. Вĕсене магазинтан кăларса пăрахаççĕ имĕш. Суту-илÿ точкисем çÿп-çап турттарма договорсем тусан урамсем тасарах пулнине право сехетне хутшăнакансем пурте палăртрĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика