АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла-аллăн анлă пурнăç çулĕ тăрăх

25 февраля 2012 г.

«Салам, асанне!» — уççăн янăраса кайрĕ ачан хаваслă сасси. Вера аппа алăкран кĕрсе тăнă мăнукне йăтса илчĕ, ăшшăн çупăрларĕ. Ашшĕпе амăшĕ ĕçе кайнă кунсенче пĕчĕк Сашенькăна аслашшĕпе асламăшĕ патне кĕртсе хăвараççĕ. Хĕр ачан хаваслă сасси кунĕпе пÿрте янратать вара. Пĕрре йăм хура пысăк кушака тытса выляттарасшăн тăрмашать вăл, тепре асламăшĕ çумне çыпăçать, вăл мĕн ĕçленипе кăсăкланать. «Тин çеç хамăн ачасене сиктереттĕм, халĕ акă мăнуксем те мĕн пысăкăш пулчĕç»,— тет Вера аппа.

Комсомольскинчи Вера Федоровнăпа Виталий Борисович Мамуткинсем пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье чăмăртанăранпа 50 çул çитрĕ ĕнтĕ. Туслă мăшăр халĕ те пĕр çăвартан тенĕ пек пурăнать. Вĕсене 75-ре тесе калаймăн, çамрăк курăнаççĕ, куçĕсенче халĕ те пĕр-пĕрин çине пăхнă чух яшлăхри хаваслăхпа ăшăлăх çиçеççĕ.

Иккĕшĕ те вĕсем 1937 çулта çут тĕнчене килнĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн тÿрех ĕçе кÿлĕннĕ. Виталий колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă, Вера вара тăван ялĕнче, Çĕнĕ Сĕнтĕрте, почтальонкăра тăрăшнă. Çамрăк çамрăках çав. Ун чухне те каччăсемпе хĕрсем пушă вăхăта ирттерме тем те пĕр шухăшласа кăларнă. «Хĕрсемпе тăваттăн-пиллĕкĕн пуçтарăнса мунчасенче е пĕччен пурăнакан кинемейсен çурчĕсенче улах лараттăмăр: çыхаттăмăр, тĕрлеттĕмĕр, çавăнтах юрăсем шăрантараттăмăр. Каччăсем вара пĕр улахран теприне çÿретчĕç, купăс каласа хаваслăх кĕртетчĕç»,— аса илет çамрăклăхне Вера аппа. Тĕрлĕ ялта пурăнакан каччăпа хĕр мĕнле майпа паллашнине ыйтмасăр чăтаймарăм. Ку пĕр пĕлĕшĕн туйĕнче пулнă иккен. Витя тетен кÿрши Çĕнĕ Сĕнтĕр ялне качча кайнă. «Туя кайсан пĕр ушкăн хĕр тăнине куртăм. Темшĕн Вера тÿрех куç умне пулчĕ, хăйĕн ытарма çук илемĕпе тыткăнларĕ. Ку манăн пулать, шухăшларăм ун чухне ăшăмра»,— кăмăллăн йăл кулса пĕлтерет Витя тете.

Вера та çамрăка килĕштернĕ, вĕсем çырусем çÿретме пуçланă, май пулсанах тĕл пулнă. «Çырăва яраттăм çеç, тепĕр куннех хурав килетчĕ, почтăра ĕçленĕ май çавăнтах çырса ярса тăратчĕ»,— тет Витя тете. Кăштахран Вера Комсомольскине ĕçлеме куçнă. Çакă çамрăксене час-часах курнăçма май туса панă. 6 çула яхăн туслă çÿренĕ хыççăн 1962 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче пĕр-пĕрне савакан чĕресем пĕр çемье чăмăртаса ĕмĕр-ĕмĕр юратса пурăнма тупа тунă. «Вера манăн аппапа туслăччĕ. Çавăнпа та килтисем ăна тÿрех килĕштерчĕç, вăр-вар пĕр чĕлхе тупрĕç»,— йăл кулать Виталий Борисович иртнине аса илсе.

Пĕрин хыççăн тепри виçĕ тĕпренчĕк çут тĕнчене килнĕ Мамуткинсен. Туслă çемьере ачасем те пĕчĕкрен юратупа килĕшÿ мĕнне пĕлсе, çемье ăшшине туйса ÿснĕ. «Витя кашнинчех ĕçрен килнĕ чухне кĕрсе илетчĕ. Пĕрле ĕçлекенсем ăмсанатчĕç вара, сирĕн пек лайăх мăшăр урăх çук, тетчĕç»,— аса илет Вера аппа. Халĕ те вĕсем питĕ килĕштерсе, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса пурăнаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем килсех тăраççĕ, вăл е ку ĕçе пĕрле пуçтарăнса вăр-вар туса параççĕ. Икĕ ывăлĕ те Комсомольскинчех тĕпленнĕ Мамуткинсен, ашшĕ пекех, пушар хуралĕнчи ĕçе суйласа илнĕ. Хĕрĕ Лариса çемйипе Шупашкарта пурăнать.

Çак кунсенче телейлĕ мăшăр пур тăванĕ-пĕтенне кĕрекене пуçтарать. Çур ĕмĕр пурнăç çулĕпе алла-аллăн утакан Мамуткинсене эпир те ылтăн туйпа саламлатпăр, малалла те çемье ăшшине упраса, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика