АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускаври митинга чăваш делегацтйĕ те хутшăнчĕ

25 февраля 2012 г.

Февралĕн 23-мĕшĕнче Мускаври «Лужники» спорт комплексĕнче «Çĕр-шыва хÿтĕлер!» лозунгпа митинг иртрĕ. Унта 130 пине яхăн çын пуçтарăнчĕ. Вĕсем пурте Россия Федерацийĕн Президенчĕ пулма тăратнă кандидатшăн Владимир Путиншăн пулнине палăртнă. Çак митинга Чăваш Республикинчен 92 çынран тăракан делегаци те хутшăнчĕ. Унăн йышĕнче Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн, республикăри профессионалла союзсен членĕсем, «Молодая гвардия Единой России» активĕ, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕсен представителĕсем пулчĕç.

Митинга тĕрлĕ çулсенчи çынсем Раççейĕн кашни кĕтесĕнченех килнĕ. Пуçтарăннисем умĕнче Михаил Леонтьев телеведущи, çĕр кăмрăк промышленноçĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕн председателĕ Иван Мохначук, Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Россия Геройĕ, летчик-испытатель Магомед Толбоев тата «Уралвагонзаводăн» цех начальникĕ Игорь Холманских калаçрĕç, хăйсем мĕншĕн В.В.Путина шаннине пĕлтерчĕç.

Сцена çине Владимир Путин та тухрĕ. «Эпир — нумай нациллĕ, çапах пĕрлĕхлĕ, хăватлă Раççей халăхĕ. Эпир никама та тĕртсе ямастпăр, пурне те, Раççее хăйĕн Тăван çĕр-шывĕ тесе шутлакансене, ăна упрас текенсене, ăна ĕненекенсене пирĕн çĕр-шыв тавра чăмăртанма чĕнсе калатпăр», — терĕ кĕскен Владимир Владимирович.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика