АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калаçу чĕлхи

22 февраля 2012 г.

Ăшă сăмах — çу кунĕ, сивĕ сăмах — хĕл кунĕ. Ăшă сăмахпа чирлĕ çынна та сыватма пулать. Тĕрĕсех каланă пирĕн мăн асаттесем. Кулленхи хутшăнури сăпайлăх, пĕр-пĕрне хисеплесси, пулăшасси, тăван вырăнне хурса хакласси — çаксем пурте чăваш çыннин пурнăç йĕркинче пулнă, ăруран ăрăва куçса пынă. Анчах татăлчĕ пулас ăрусене çыхăнтарса тăракан çав çип.

Калаçу чĕлхинех илер-ха. Шкулта ĕçленĕ май, ачасем хушшинчи калаçăва илтсессĕн пит хĕрелет. Тĕрĕссипе вара калаçу культури çемьере йĕркеленет. Килтисен хутшăнăвĕ — вĕсемшĕн тĕслĕх.

Калаçура, тĕкĕр çинчи пек, çын хăйне тĕппипех палăртать. Çавăнпа та калаçнă чухне пурте пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ирĕксĕрех ăсчахсен сăмахĕсем асăма килеççĕ: «Çын пур енчен те хитре пулмалла: сăнĕпе те, тумĕпе те, чунĕпе те, тыткаларăшĕпе те.

Аса илер-ха хăш-пĕр йĕркесене: 1. Сире ăнланччăр тесен, сăмахсене васкамасăр, уçăмлă каламалла. Кăшкăрса калаçни килĕшÿсĕр.

2. Чĕлхепе калаç. Алăсемпе хăлаçланни, пуçпа сулкалашни вырăнсăр.

3. Калаçакана вăл каласа пĕтеричченех пÿлни питех те вырăнсăр.

Çак ансат правилăсене асра тытни сирĕн пурнăçăра чылай çăмăллатĕ, хутшăнăва кăмăллă тăвĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика