АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2012 çулти тарифсем çинчен

22 февраля 2012 г.

Коммуналлă пулăшусен хакĕ 2012 çулта тапхăрăн-тапхăрăн улшăнса пырĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта хаксем пĕлтĕрхисемпе тан пулĕç. Çут çанталăк газĕпе электроэнергин тарифĕсем июлĕн 1-мĕшĕнчен ÿсĕç. 2012 çулăн пĕрремĕш çурринче электроэнергин 1 киловачĕшĕн хула çыннисем 2,08 тенкĕ тÿлеççĕ, ял çыннисем киловатшăн 1,46 тенкĕ, газăн 1 кубла метрĕшĕн 3,42 тенкĕ тÿлеççĕ.

Ăшă энергийĕн, вĕри тата сивĕ шывăн тарифĕсем 2 тапхăрпа улшăнĕç: июлĕн 1-мĕшĕнчен тата сентябрĕн 1-мĕшĕнчен.

2012 çулта пĕлтĕрхипе танлаштарсан электроэнерги тарифĕсем çулталăкра вăтамран 2,6 процент, шыв тарифĕсем — 4,3 процент, ăшăпа тивĕçтерессин — 4,6 процент, çут çанталăк газĕн 10,4 процент ÿсĕç.

Атăлçи федераллă округĕ тăрăх пăхсан, Чăваш Республикинчи тарифсем пĕчĕккисен йышĕнче. Электроэнерги хакĕпе республика 3-мĕш вырăнта, ăшă тата сивĕ шывпа тивĕçтерессин хакĕпе 4-мĕш вырăнта, пÿрт-çурта ăшăтассин хакĕпе 6-мĕш вырăнта.

Çурт-йĕр пулăшăвĕсене (юсав, йĕркере тытса тăни) ытлашши хаклантарас мар тĕллевпе Раççей Правительстви вĕсене пĕрремĕш çур çулта ÿстермелле марри çинчен йышăннă. Çак йышăнăва пурнăçа кĕртме республикăра çурт-йĕр пулăшăвĕсен хакĕсен мониторингне ирттерме пуçлĕç.

Коммуналлă пулăшусемпе усă куракансем валли кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. Чи малтанах ку — Раççейри тарифсен федераллă служби йĕркеленĕ граждансен тÿлевĕсен калькуляторĕ. Ăна Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх службин сайтĕнче вырнаçтарнă. Халĕ кашни гражданин хăйĕн коммуналлă тÿлевĕсене шутласа кăларма, тĕрĕслесе тăма пултарать.

Унсăр пуçне пĕлтĕр граждансем тÿлев мĕнрен йĕркеленнине пĕлсе тăччăр тесе тÿлев квитанцийĕн пĕрлĕхлĕ формине кĕртнĕ. Унта çак сферăра ĕçлекен компанисем усă курнă коммуналлă ресурссен калăпăшне тата вĕсен тарифĕсене кăтартаççĕ.

Усă курнă ресурссен калăпăшне учет приборĕсен кăтартăвĕсем тăрăх е (учет приборĕсем çук пулсан) усă курмалли нормативсем тăрăх шутласа кăлараççĕ. Газпа электроэнергин нормативĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕсемпе çирĕплетнĕ.

Çапла вара, учет приборĕсем çук пулсан тÿлев шайне çакăн пек шутласа кăлараççĕ: çурта ăшăтнин тÿлевĕ ç çурт (е хваттер) лаптăкĕ х усă курмалли норматив х тариф.

Вĕри шывăн тÿлевĕ ç çуртра (е хваттерте) пурăнакансен шучĕ х усă курмалли норматив х тариф.

Сивĕ шывпа канализацишĕн те çак формулăпах шутласа кăлараççĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртра пĕрлехи учет приборĕ пулсан çапла шутласа кăлараççĕ: ăшăтнин тÿлевĕ ç хваттер лаптăкĕ х пĕлтĕр кашни уйăхра усă курнă ăшă энергийĕн вăтам калăпăшĕ х тариф.

Çапах та çулталăкра пĕрре ăна çак формулăпа тĕрĕслесе илеççĕ: ăшă энергийĕн укçи ç коллективлă учет приборĕсен кăтартăвĕсем тăрăх палăртнă тÿлев шайĕ х çурт (е хваттер) лаптăкĕ х пĕлтĕрхи çулăн ăшă энергийĕшĕн тÿленĕ пĕтĕмĕшле укçи.

Усă курнă ăшă энергийĕн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсем çук пулсан, тÿлев шайне учет приборĕсем çук чухнехи пек шутласа кăлараççĕ.

Коммуналлă пулăшусен тарифĕсем çинчен ыйтусем сиксе тухсан ятарлă комиссисене (вĕсем кашни районтах пур) е Чăваш Республикин Патшалăх çурт-йĕр инспекцине каймалла. Тарифсене пăхăнман тĕслĕхсене тупса палăртсан Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх службине пĕлтерĕр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика