АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн асатте

22 февраля 2012 г.

Манăн асаттене Василий Степанович Трофимов тесе чĕнеççĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура.

Вĕсем асаннепе иккĕшĕ 5 ача пăхса çитĕнтернĕ. Асатте паянхи кун пĕчченех пурăнать.

66 çулта пулсан та алă усса лармасть вăл: кил-картишĕнчен урама юр турттарать, вутă çурать, хуçалăха тирпей-илем кĕртет. Пÿртĕнче унăн таса, тирпейлĕ — пурте хăй вырăнĕнче. Асатте апата питĕ тутлă пĕçерет.

Эпĕ асаттене чунтан юрататăп, ăна тус-юлташ вырăнне хурса вăрттăнлăхсене те каласа паратăп. Пирĕн пата хăнана нихăçан та кучченеçсĕр килмест вăл.

«Лайăх вĕрен, мăнукăм. Вĕренни çăкăр ыйтмасть, хăй тăрантарать»,—тет асатте.

Эпир асаттене хисеплетпĕр, май килнĕ таран пулăшатпăр.

Унпа эпĕ яланах мухтанатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика