22 февраля 2012 г.
Иртнĕ кунсенче 11-мĕш «б» класра пĕлÿ пухакансем Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕпе Ревокат Моисеевпа тĕл пулу ирттерчĕç. Унта Ревокат Прохорович ачасене фронтри çапăçу кунĕсем, тылра Çĕнтерÿ кунне çывхартас тесе ырми-канми ĕçленĕ çынсем çинчен каласа пачĕ.
«Курск пĕккинчи çапăçусем Кăнтăр фронтĕнче 1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче пуçланчĕç. Вăрçă шавĕ пирĕн çинелле çывхарса пычĕ. Июлĕн 12-мĕшĕнче эпир те тăшман позицине атакăлама тытăнтăмăр»,— аса илчĕ ветеран.
Шкул ачисем Ревокат Прохоровичран вăрçăри чи асра юлнă кун пирки те кăсăкланчĕç.
— 1943 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче Будские Выселки ялĕшĕн пынă çапăçура амантăм. Çак кун асра юлчĕ те»,— терĕ Р.Моисеев.
Уявсенче орден-медаллĕ пиншакне тăхăнма кăмăллать ветеран. Çав наградăсем çутă пуласлăхшăн, тăнăç пурнăçшăн кĕрешнине çирĕплетеççĕ.
Юлашкинчен вĕренекенсем Е.С.Свинина класс ертÿçипе, ветеранпа асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.
Источник: "Каçал Ен"