АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем

22 февраля 2012 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕ вырнаçнă çурта пырса кĕрсенех кунта тирпейлĕхпе йĕркелĕх хуçаланни тÿрех палăрать. Урăхла май та çук. Район территорийĕнче йĕркелĕх пуласси çакăнтан пуçланать-çке-ха. Ирĕн-каçăн сыхлăха çухатмасăр, яланах пулăшу пама хатĕр тăраççĕ йĕрке хуралçисем. Эпĕ пырса кĕнĕ чухне дежурнăй чаçре ĕç вĕретчĕ, пулни-иртни çинчен телефонпа сигнал йышăнатчĕç. Дежурнăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлмесĕр чăтаймарăм, телефон самантлăха шăпланнă вăхăтра йĕрке хуралçисемпе сăмах пуçартăм.

Паянхи дежурнăй, Сергей Прохоров, 1982 çулта Нĕркеç ялĕнче кун çути курнă. Тăван ялти шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Елчĕк районĕнчи Курнавăшри ятарлă шкулта пĕлĕвне анлăлатнă, тракторист тата водитель прависемлĕ специалист пулса тăнă. Мĕн пĕчĕкрен полици ĕçченĕсем çинчен ÿкернĕ фильмсене килĕштернĕскерĕн чунĕ çав еннеллех туртнă. 1999 çулта вăл Мускав гуманитарипе экономика институчĕн Шупашкарти филиалне юридици факультетне вĕренме кĕнĕ. 2004 çулта çамрăк специалист районти шалти ĕçсен пайĕнче вăй хума тытăннă. «Вăрă-хурахсене тытасси киносенче çеç çăмăл. Чăн пурнăçра вара çакă чылай йывăрлăх кăларса тăратать. Хамăн ĕçре мĕн килĕшет-ха? Паллах, чи пĕлтерĕшли — çынсене пулăшма пултарни, йĕркесĕрлĕхе чакарни»,— пĕлтерчĕ хастар полици ĕçченĕ. Сăмах май, унăн çемйинче вăл çеç мар çак пурнăç çулне суйласа илнĕ. Унăн пиччĕшĕпе аппăшĕ те — пакунлă çынсем.

Оперативлă дежурнăйăн пулăшуçи Азат Солдатов та чунĕ туртнипе полици ĕçченĕ пулма шутланă. Вăл 1979 çулта Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче çуралнă. Патăрьелĕнче автомеханика вĕреннĕ. Унтан салтак атти тăхăннă, Казахстанра службăра тăнă. Çавăн чухне вăл çĕр-шыва хÿтĕлесси, унти йĕркене тытса тăрасси епле пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса илнĕ. Çавăнпа та тăван çĕре таврăнсан юриста вĕренме кĕнĕ, каярахпа шалти ĕçсен пайĕнче вăй хума тытăннă. Халĕ А.Солдатов кашни ир хăйĕн çуралнă ялĕнчен ĕçе васкать, тивĕçĕсене туллин пурнăçлама тăрăшать. «Ĕçе чунтан килĕштерсен, йывăрлăхсем хăратмаççĕ»,— тет вăл.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика