22 февраля 2012 г.
1981 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче манăн çар службине тăма вăхăт çитрĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнче пире Хусана илсе çитерчĕç, унта тăватă кун пултăмăр. Ун хыççăн пире поездпа Вăтам Азие ăсатрĕç. Хамăр районтан эпир пиллĕкĕнччĕ: Аслă Чурачăкран Владимир Крылов, Тутар Шурутран Сангать Хуснетдинов, Дубовкăран Юрий Трофимов, Кировран Олег Волков тата эпĕ. 8 талăкран Туркменистанри Красноводск облаçĕнчи Небит-Даг хулине çитрĕмĕр. Çак хушăра эпир туслашса çитнĕччĕ ĕнтĕ, пĕр çемьери пек пурăнаттăмăр. Июль—август уйăхĕсенче пире Афганистана ячĕç, тĕрлĕ хуласем тăрăх салатрĕç: Кабула, Шендаткăна, Пули-Хумрине, Баграма, Кандагара илсе кайрĕç. Эпир пĕр-пĕрин патне çырусем çÿретрĕмĕр, адресĕсене килте юлнă тăвансенчен ыйта-ыйта пĕлтĕмĕр. Турă пире пулăшрĕ пулĕ. Эпир тăваттăн ыррăн-сыввăн килсене таврăнтăмăр. Владимир Крыловăн пурнăçĕ Афганистан çĕрĕ çинче татăлчĕ. Унăн тата 5 уйăх службăра тăмалли юлнăччĕ.
Пирĕн районтан çак вăрçа хутшăннисем пурĕ 224-ăн пулнă. Вĕсенчен 5-шĕ — Ф.Тазетдинов, В.Крылов, С.Шмелев, В.Тумаков тата И.Гаврилов — Афганистанра пуçĕсене хунă. Эпир вĕсене яланах асра тытатпăр, чĕресенче упратпăр.
Источник: "Каçал Ен"