22 февраля 2012 г.
Çĕр-шыва хÿтĕлесси — кашни ар çыннăн тĕп тивĕçĕ. Унăн лăпкăлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн çар службинче тăракан район каччисен ашшĕ-амăшĕ патне çар чаçĕсен командованийĕсенчен çулсеренех Тав çырăвĕсем килни савăнтарать.
Акă, иртнĕ кунсенче Кивĕ Сĕнтĕрте пурăнакан Наталья Витальевнăпа Николай Михайлович Шамбулинсем ячĕпе ывăлĕ Виктор службăра тăракан çар чаçĕнчен çавăн пек Тав çырăвĕ килнĕ. Унта çапла çырнă: «Эсир ывăлăрпа чăннипех те мухтанма пултаратăр. Вăл коллективра та пысăк хисепре. Виктор — тарăн пĕлÿллĕ специалист, тăтăшах тавра курăмне анлăлатать. Хăйĕн тивĕçне пĕр асăрхаттарусăр пурнăçлать.
Дисциплинăна çирĕп пăхăнакан, аслисене яланах хисеплекен ывăлăрпа мăнаçланăр. Çавăн пек çĕр-шыв сыхлавçи çуратса ÿстернĕшĕн сире пысăк тав».
Çак кунсенче Виктор отпускра тăван енре пулчĕ. Манăн та унпа курса калаçма тÿр килчĕ.
Виктор парта хушшине пĕрремĕш хут 1998 çулта ларнă. Ÿссен, ашшĕ пекех, пакунлă çын пулма ĕмĕтленнĕскер, шкулта пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пынă. Юрă-ташăпа, спортпа туслă пулнă, ял тăрăхĕнче кăна мар, район шайĕнче иртекен мероприятисене те хутшăннă.
Виктор çар ретне 2010 çулта тăнă, шăпа ăна герой-хулана — Севастополе илсе çитернĕ.
«Салтак пăтти» çиме пĕртте йывăр пулмарĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтрах характера пиçĕхтернĕ. Тата çара ăсатнă вăхăтра атте-анне панă пехиле асра тытнă. Çавă пулăшнă, пулăшать те мана»,— терĕ Виктор.
Вăл çулталăк хĕсметре тăнă хыççăн контракт мелĕпе службăна малалла тăсать. Паянхи кун Виктор Шамбулин — Севастопольти 542-мĕш номерлĕ де-сантпа штурм батальонĕнчи 810-мĕш номерлĕ тинĕс пехотин уйрăм бригадин салтакĕ. Унăн малашнехи тĕллевĕсемпе те кăсăклантăм. «Тăван çĕр-шыва сыхлас ĕçе малалла тăсма ĕмĕтленетĕп. Аслă пĕлÿ илсе офицер пуласшăн. Атте-анне шанăçне тÿрре кăларасшăн»,— терĕ çĕр-шыв сыхлавçи.
В.Шамбулинăн амăшĕ, Наталья Витальевна, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче 20 çул ытла пуçламăш классене пĕлÿ парать. Ашшĕ, Николай Михайлович, шалти ĕçсен органĕсенче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă-скер, килте алă усса лармасть, ытти регионсене ĕçлеме çÿрет. Шамбулинсене ялта хисеплеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем ачисемшĕн те, кÿршĕ-аршăшăн та тĕслĕх вырăнĕнче.
Источник: "Каçал Ен"