АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комсомольски районăн 2011 çулхи аталанăвĕ

18 февраля 2012 г.

Районăн 2011 çулхи социаллă-экономикăлла аталанăвне тишкерсен экономикăн тĕп отраслĕсенчи производство лайăхланни курăнать. Промышленноç производствин калăпăшĕсем, вак суту-илÿ çаврăнăшĕ, тÿлевлĕ пулăшусен калăпăшĕ ÿснĕ. Уйăхри вăтам ĕç укçи пысăкланнă.

Вак предпринимательство субъекчĕсен шутне кĕмен организацисен çаврăнăшĕ 2011 çулта 703,8 млн тенкĕпе танлашнă, ку вăл 2010 çулхи кăтартăвăн 115,2 проценчĕ. Çакăн йышши организацисен промышленноç производствин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 142,9 млн тенкĕлĕх пулнă, çав шутра туса кăларакан производствăн — 140,1 млн тенкĕ.

2011 çулта уйрăмах апат-çимĕç туса илекен производство палăрнă — 2010 çулхипе танлаштарсан 104,6 процент («Хлебозавод», «Кооператор» ОООсем, ял хуçалăх предприятийĕсем). Çăкăр-булка изделийĕсем пĕçересси 196,9 про- центпа, кондитер изделийĕсем 166,4 процентпа танлашнă.

Электроэнерги, газ тата шыв производствинче 2,82 млн тенкĕлĕх продукци туса илнĕ (65,4 процент). Процент калăпăшĕ чакни нумай хваттерлĕ çуртсем уйрăм ăшăтмалли система çине куçнипе çыхăннă. Районти агропромышленноç комплексĕ япăх мар аталаннине палăртмалла. 2011 çулта пурĕ 34155,3 тонна тыр-пул (виçĕмçулхинчен 3,3 хут нумайрах), 4,8 тонна хăмла (14,5 хут нумайрах) пуçтарса илнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 4647 килограмм сĕт сунă, 2010 çулхинчен 4,1 процент сахалрах.

2011 çулта строительство ĕçĕсем 8,6 млн тенкĕлĕх тунă, 109 хваттер хута янă (пĕтĕмĕшле лаптăк — 21,4 пин тăваткал метр). Çĕнĕ çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ виçĕм çулхипе танлаштарсан 3 процент ÿснĕ.

Вак предпринимательство субъекчĕсен шутне кĕмен организацисен тавар çаврăнăшĕ 541 млн тенкĕлĕх пулнă (5 процент ÿснĕ).

Обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 25,5 млн тенкĕпе танлашнă (2010 çулхипе танлаштарсан 13,2 процент чакнă).Тÿлевлĕ пулăшусен калăпăшĕ 103,1 млн тенкĕпе танлашнă (7,2 процент пысăкрах). Районти организацисен (вак предпринимательство субъекчĕсене, банксене, страхлакан организацисене тата бюджет учрежденийĕсене шута илмесен) 2011 çулхи январь — ноябрь уйăхĕсенчи сальдăлла финанс кăтартăвĕ (приходпа расход хушшинчи уйрăмлăх) — 25291 пин тенкĕ. Ку вăл 2010 çулхи январь — ноябрь уйăхĕсенчисенчен 76 процент нумайрах.

Районти организацисен ĕçченĕсен 2011 çулхи ноябрьти вăтам ĕç укçийĕ 11442,5 тенкĕ пулнă. Ку республикăри вăтам кăтартуран 30,1 процент сахалрах (республикăра 16361,6 тенкĕ). 2011 çулхи октябрьтипе танлаштарсан вăл 4 процент ÿснĕ.

Вак тата вăтам предпринимательство сферинче ĕçлекенсен шучĕ 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2168 çынпа танлашнă, вĕсен шутĕнче — 649 уйрăм предприниматель. 2011 çулта вак тата вăтам предпринимательствăра вăй хуракансем 846,8 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ (2010 çулхин 100,5 проценчĕ). Пĕчĕк предприятисенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçийĕ — 7140 тенкĕ.

2011 çулхи декабрь вĕçне халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăра 65 çын учетра тăнă. Районти регистрациленĕ ĕçсĕрлĕхĕн шайĕ — 0,41 процент (республикăра 1 процент).

2011 çулта çуралакансен шучĕ 36 çын чакнă (9,4 процент), вилнисен шучĕ 9 çын ÿснĕ (4,9 процент). 1000 çын пуçне шутласа кăларакан çураласлăх — 12,9 (республикăра та çавах), вилеслĕх — 13 çын (республикăра 13,5) пулнă.

2011 çулта çемье чăмăртанисен шучĕ — 257, уйрăлнисен — 80. 2010 çулхипе танлаштарсан пĕрлешекенсен шучĕ 42 нумайрах (19,5 процент), уйрăлакансен шучĕ 11 ытларах (15,9 процент).

2011 çулхи январь — ноябрь уйăхĕсенче районтан тухса кайнисен шучĕ 138 çынпа танлашнă (виçĕм çул 128 çын).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика