АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комсомольскисем – иккĕмĕшсем

18 февраля 2012 г.

Нумаях пулмасть Чăваш Республикинчи Федераллă суд приставĕсен службин управленийĕ 2011 çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Унта республикăн тĕп суд приставĕ 2012 çулта пурнăçламалли мероприятисем çинче чарăнса тăнă, тĕллевсене палăртнă. Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх районти суд приставĕсен уйрăмĕ республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă, пĕрремĕш вырăна кÿршĕсем — Елчĕксем тухнă.

Иртнĕ çул районти суд приставĕсем 8966 исполнительлĕ производство пăхса тухнă. Ку вăл 2010 çулхипе танлаштарсан 1112 ытларах (виçĕм çул 7854 пулнă). Вĕсенчен срокран иртсе 2972 исполнительлĕ производство вĕçленĕ. Пуçарнă ĕçсенчен 5573-шĕпе укçа-тенкĕ шыраса илни çинчен хушу (постановлени) кăларнă. Комсомольскисем çак кăтартупа республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

2011 çулта вĕсем 9397897 тенкĕ шыраса илнĕ, парăмçăсем çав шутран 4580261 тенкĕ хăйсен ирĕкĕпе тÿленĕ.

«Ĕç калăпăшĕ ÿсни пăшăрхантарать. Енчен те 2008—2009 çулсенче çулталăк пуçланнă тĕле 300—400 исполнительлĕ производство пулнă пулсан, кăçал январь уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕсен шучĕ 2000-рен те иртрĕ»,— терĕ суд приставĕсен уйрăмĕн начальникĕ Владимир Иванов.

Иртнĕ çул суд пристав-исполнителĕсем 2079130 тенкĕлĕх пурлăха арестленĕ, ăна сутса вĕсен депозит счечĕ çине 1286650 тенкĕ укçа кĕнĕ.

ЖКХ парăмĕсене шыраса илес тĕллевпе 287817 тенкĕлĕх 31 ĕç пăхса тухнă, вĕсенчен 13 исполнительлĕ производствăпа парăмçăсенчен 96177 тенкĕ пухнă.

Алимент шыраса илесси — суд приставĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчи приоритетлă направленисенчен пĕри. Çавăнпа та суд приставĕсен çак енĕпе пĕтĕм яваплăха туйса ĕçлемелле. 2011 çулта вĕсем 179 алимент производствипе кирлĕ мероприятисем йĕркелесе, 22 исполнительлĕ хута организацисемпе предприятисене ярса парса парăмçăн ĕç укçинчен кашни уйăхра тытса пырса ача амăшĕсене тÿлеттернĕ. Шел пулин те, алиментран тарса çÿрекен «куккуксем» те пур. Районта иртнĕ çул ун пеккисем 26-ăн пулнă. Вĕсенчен 7-шне çирĕп явап тыттарнă, Россия Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 157 статйипе айăпланă.

Суд приставĕсен управленийĕ квартал, çур çул тата çулталăк кăтартăвĕсене тăтăшах пĕтĕмлетет. Апла туни районсенчи уйрăмсене пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеме хавхалантарать. Управлени кашни пристава, уйрăма план парать. Комсомольскисем 2011 çулта налук 1439420 (ку вăл планпа пăхнинчен 144 процент), исполнительлĕ сбор 523112 (174 процент), штрафсем 1567442 (163 процент) тенкĕ шыраса илсе патшалăх хыснине хывнă.

Саккунпа килĕшÿллĕн приставсен службин парăмçăсене ют çĕр-шыва тухма чарса лартма хушу кăларма май пур. Иртнĕ çулăн 12 уйăхĕнче районти уйрăм Раççейри ФХСин чикĕри службине çавăн пек 48 постановлени ярса панă. Çав шутран 39-шĕ — алимент тÿлемен парăмçăсем çине.

Владимир Иванов уйрăмра административлă практикăна епле пурнăçлани çинче те чарăнчĕ. «Эпир иртнĕ çул пурĕ 99 протокол çырнă. Вĕсенчен 3 çынна административлă майпа арестленĕ, ыттисене штрафланă»,— терĕ Владимир Петрович, калаçăва пĕтĕмлетсе.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика