18 февраля 2012 г.
Иртнĕ юн кун Вутлан ял çыннисем граждансен пухăвне пуçтарăнчĕç. Пухăва Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.Андреева уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.
Чи малтанах вăл ял поселенийĕн 2011 çулхи ĕç-хĕлĕн отчечĕпе паллаштарчĕ. Çак поселени 6 яла пĕрлештерсе тăрать. Пĕлтĕр унăн бюджечĕ 4975400 тенкĕпе танлашнă. Ун пысăк пайне ЖКХ ыйтăвĕсене татса пама, территорие тирпей-илем кĕртме тата культура сферине аталантарма янă. Культура вучахĕсемпе пуян поселени: кунта культурăпа кану центрĕ 5 тата 4 библиотека. Пĕлтĕр вĕсене валли çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă, юрă-ташă коллективĕ валли концерт тумĕ çĕлеттернĕ, çĕнĕ купăс туянса панă. Унсăр пуçне 569 пин тенкĕ çул-йĕре тирпейлесе тăма тата юсама уйăрнă. Республикăри «Компактлă çурт-йĕр тăвасси» конкурсра çĕнтернĕ май кăçал Çĕнĕ Мăратри шкула тата клуба юсама палăртни çинчен пĕлтерчĕ Ольга Петровна.
Ял малалла аталанасси, паллах, çынсенчен килет. Ял поселенийĕнче ача çураласлăх пĕчĕк пулнипе пăшăрханнине пытармарĕ поселени пуçлăхĕ. «Унччен кашни ялта çулталăкне 20—30 ача çуралнă пулсан, халĕ 6 ялĕпе пурĕ пĕрле 16 ача çеç çут тĕнчене килнĕ, 31 çын пурнăçран уйрăлнă»,— пĕлтерчĕ вăл.
Малалла О.Андреева кун йĕркипе килĕшÿллĕн иккĕмĕш ыйту çине куçрĕ, сулăм укçине ăçта расхутланине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Пĕлтĕр пурĕ 180 пин тенкĕ укçа пуçтарнă, вĕсенчен 60 пин тенкине пушар машинисене йĕркере тытса тăма, 40 пинне ял хуçалăх предприятийĕсене çÿп-çап турттарма уйăрнă. 2012 çул валли вара кирлĕ мар ăпăр-тапăра, çунман çÿп-çапа турттарса тухма Патăрьелĕнчи «Полигон» ОООпа килĕшÿ тунă, ăна валли те укçа уйăрмалла пулать. Çавăн пекех йывăç материалсем, картасем, урамсене çутатма лампочкăсем туяннă.
Ял поселенийĕн администрацийĕ урамсенчи, хуçалăхсенчи тирпейлĕхе пысăк тимлĕх уйăрать. Çак енĕпе пĕлтĕр темиçе конкурс ирттернĕ, ятарлă жюри хуçалăхсене пăхса тухса çĕнтерÿçĕсене палăртнă. «Чи хитре палисадник» конкурсра В.Павлова (Тукай) — 1-мĕш, Т.Плешкова (Тимĕрчкасси) — 2-мĕш, А.Полякова (Тăманлă Выçли) 3-мĕш вырăнсене йышăннă. «Чи хăтлă хуçалăх» конкурсра Е.Курицынăн (Тукай) хуçалăхĕ çĕнтернĕ. В.Перьевăн тата В.Шингаловăн (Тăманлă Выçли) хуçалăхĕсем 2-мĕшпе 3-мĕш пулнă.
Унтан пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕн врачĕ Т.Степанова тухса калаçрĕ, иртнĕ çулхи кăтартусемпе паллаштарчĕ, харпăр хăйĕн сывлăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма сĕнчĕ.
Çавăн пекех хĕрарăмсен районти совечĕн председателĕ, Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕ В.Курицына сăмах илчĕ, культура сферинчи ĕçсене пăхса тухрĕ, цифра кăтартăвĕсене тишкерчĕ.
Пенси фончĕн районти управленийĕн специалисчĕ В.Голубева пенси системинчи пĕлтĕрхи улшăнусемпе кĕскен паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков тухса калаçрĕ, районăн 2011 çулхи социаллă-экономикăлла аталанăвне тишкерчĕ, хуçалăхсем предприятисем çулталăка япăх мар кăтартусемпе вĕçленине çирĕплетрĕ, 2012 çулта мĕнле ĕçсем пурнăçлама палăртнине уçăмлатрĕ. Çавăн пекех Геннадий Федорович пуçтарăннисене пăшăрхантаракан кашни ыйту çине тулли хурав пама тăрăшрĕ, сĕнÿсене шута илме шантарчĕ.
Çав кун çакăн йышши пуху Çĕнĕ Мăрат ялĕнче те иртрĕ. Унта ял поселенийĕн ĕçĕсемпе паллашса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Тукай ял поселенийĕн 2011 çулхи ĕçне «лайăх» хак пачĕç, малашне те ăнăçлă ĕçлеме сунчĕç.
Источник: "Каçал Ен"