АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулса калаçрĕç

18 февраля 2012 г.

Нарăсăн 15-мĕшĕнче пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Унăн тĕп темисем — Россия Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне хатĕрленнĕ тата ирттернĕ чухне патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умĕнче тăракан тĕллевсем, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пурнăçлакан ĕç çинчен отчет туни.

Информаци ушкăнĕсем ялсенче пулчĕç, çынсен çивĕч ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф. Волков ертсе пыракан делегаци Тукай ял поселенийĕнче пулчĕ, тĕрлĕ ялсене çитсе курчĕ. Районтан килнисем ĕç çыннисемпе тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов тата район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М.Р.Афанасьев Кайнлăк ял поселенине çитсе курчĕç. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Г.Кузьмин вырăнти ĕç-пуçпа паллаштарчĕ, пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕ. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн Хирти Мăнтăр вăтам шкулне çитсе килчĕ, вĕренÿ процесĕ епле пурнăçланса пынипе интересленчĕ. Вĕрентекенсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене пачĕç, йывăрлăхсене сÿтсе яврĕç.

Урмаел ял поселенийĕнче пулнă ĕçлĕ ушкăна «Чувашавтодор» АУОн генеральнăй директорĕ А.А.Волков ертсе пычĕ. Унăн çумĕ С.Н.Лекарев, район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.В. Краснов, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.М.Зайнуллин çынсемпе курса калаçрĕç.

Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕпе Т.И.Михайловăпа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ Г.М.Воронова Чĕчкен, конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Р.П.Лебедева район администрацийĕн пай начальникĕпе М.А.Титовăпа Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнче пулчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика