АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану çулĕ çинче

08 февраля 2012 г.

Нарăс уйăхĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çулсеренех отчетлă тата отчетпа суйлав пухăвĕсем иртеççĕ. «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хуçалăх ĕçченĕсен аслă пухăвĕ нарăсăн 3-мĕшĕнче пулчĕ.

Пуху умĕн Элпуç ял поселенийĕнчи культура сферинче тăрăшакансем ял ĕçченĕсене хаваслă концерт программипе савăнтарчĕç.

Пуху пуçламăшĕнчех Гадельян Хасянов сăнав комиссийĕн отчечĕпе паллаштарчĕ. Тĕпрен илсен, хуçалăх 2011 çула аван вĕçленĕ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çителĕклĕ апат хатĕрлесе хăварнă. Тĕш тырă гектартан вăтамран 32,8 центнер тухнă, çĕр улми тухăçĕ те япăх мар. Пахча çимĕçпе ĕçлени вара, çак продукци хакĕ йÿннине кура, тупăш кÿреймен. Хуçалăх 32 миллион тенкĕлĕх таса тупăш илнĕ. 944 ц аш-какай туса илнĕ, кашни ĕне пуçне вăтамран 4503 килограмм сĕт сунă. Çакă районăн вăтам кăтартăвĕнчен (4598 кг) пĕчĕкрех паллах, çапах вăтаммисен шутĕнче.

Хуçалăхăн пурлăхпа техника никĕсне малалла аталантарас енĕпе те тăрăшса ĕçленĕ. Косилка, сÿре, шăвармалли установка, тĕш тырă пуçтармалли «Акрос» комбайн, насус станцийĕ, транспортер туяннă. Выльăх витисене, çĕр улми подвалне тата ытти хуралтăсене юсанă.

Кооператив председателĕ Ремис Мансуров хăйĕн сăмахĕнче иртнĕ çул мĕнле ĕçленине тишкерчĕ. Çитĕнÿсене асăннисĕр пуçне çитменлĕхсене те пытарса тăмарĕ, вĕсен сăлтавĕсене уççăн палăртрĕ — юлхавлăх, явапсăрлăх. Акă яланах сысна усранă хуçалăх пĕлтĕр çак выльăхсăр тăрса юлнă. Тихасем вилни те пулнă. Ĕнесен шутне виçĕм çулхи шайрах хăварма пултарнă. Ферма заведующийĕсем, скотниксем пĕрмаях улшăнни ырри патне илсе çитерместех ĕнтĕ, паян кунта, ыран урăх çĕрте ĕçлекен çын хăй çине нимле яваплăх та илесшĕн мар.

Ĕçре малта пыракансене ятранах асăнчĕ Ремис Мансурович, пухура вĕсене Хисеп хучĕсемпе укçан преми парса хавхалантарчĕ. Уйрăмах çак чыса В.Долгов, Ю.Ильин, О.Иванов, Ф.Тазетдинов, Г.Алексеев тата ытти механизаторсем, Ю.Макаров, Р.Халитов, В.Комиссаров водительсем тивĕçрĕç. Тĕп вăй-çке вĕсем ял хуçалăхĕнче. «Дружба» кооперативра халăхран та сĕт пуçтараççĕ. 5 ялта пурăнакансем те килти сĕте тăван хуçалăха сутаççĕ, ун вырăнне укçа е утă-улăм илеççĕ. Чи нумай сĕт сутнă 5 хуçалăха председатель сĕт бидонĕсем парнелерĕ. 2012 çул валли йышăннă плансемпе, тĕллевсемпе те паллаштарчĕ Ремис Мансурович.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Михаил Афанасьев кооперативра йĕркелĕх хуçаланнине, вăл аталану çулĕ çинче тăнине палăртрĕ. Ĕç укçин фондне ÿстерме сĕнчĕ. Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев, Хирти Явăш тĕп шкулĕн директорĕ Николай Ильин та тухса калаçрĕç пухура, панă ыйтусем çине хуравларĕç.

«Дружба» ЯХПК правленийĕн 2011 çулхи ĕçне «вăтам» хак пачĕç, малашне ăнăçлă ĕçлеме, çитĕнÿсен çулĕпе тăвалла утма сунчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика