АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ермулкинсем – пултаруллă та ĕçчен çемье

04 февраля 2012 г.

Комсомольскинчи Пушкин урамĕнче, ĕлĕкхи чиркÿ пулнă вырăнтан аякра мар, Кĕтне хĕрринче, Алексей Прокопьевич Ермулкинăн тĕп килĕ ларать. Вăл çуртра унăн аслашшĕ-асламăшех ĕмĕрĕсене пурăнса ирттернĕ. Унтах Алексей Прокопьевич Каçал хĕрĕпе, Клавдия Степановнăпа (хĕр чухнехи хушамачĕ Митюкова) пĕрлешсе çемье çавăрнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ.

Хальхи вăхăтра Алексей пичче пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ, килĕнче вара мăшăрĕ тата хĕрĕпе кĕрÿшĕ пурăнаççĕ. Клавдия аппа пĕлтĕр 80 çулхи юбилейне паллă турĕ, килте майĕпен кăштăртатать, урисем ыратнипе тухсах çÿреймест. Вăрçă вăхăтне лекнĕскер тем чухлĕ хура-шурне курнă, çакă унăн сывлăхĕ çинче йĕр хăварнах.

Алексей Прокопьевич Ленин ячĕллĕ колхозра председатель çумĕнче, сĕт-çу фермин заведующийĕнче, сÿс-кантăр ÿстерес енĕпе звеньевойра, строительство бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. 1974 çулта колхозсене пĕрлештерсе «Комсомольский» совхоз туса хурсан тивĕçлĕ канăва кайичченех унта вăй хунă. Пур çĕрте те вăл тивĕçне чыслăн пурнăçланă, чунне парса тăрăшнă. Халĕ те пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем ăна ырăпа çеç аса илеççĕ.

Ермулкинсем çут тĕнчене 5 ача парнеленĕ: 2 ывăлпа 3 хĕр. Ачисем те пĕчĕкренех ĕç тĕлне пĕлсе ÿснĕ, пĕр-пĕринчен вĕренсе тавра курăмне ÿстерсе пынă. Хальхи вăхăтра вĕсем пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Асли, Людмила, Çĕнĕ Шупашкар хулинче тымар янă, бухгалтерта вăй хурать. Александр Липецк обла-çĕнче заводра инженерта ĕçлет. Нина Мускав облаçĕнчи Электросталь хулинче çемйипе пурăнать. Раиса Шупашкарта пурăннă, ашшĕ вилсен çемйипе каялла яла куçса килнĕ, халĕ амăшне пăхать. Кĕçĕнни, Николай, çинчен тĕплĕнрех çырса хăварас килет.

Вăл 1962 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче кун çути курнă. Пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнăскер, килте те ашшĕ-амăшне пулăшнă, колхоз ĕçĕсене те çÿренĕ. Пушă вăхăтра Кĕтнене шыва кĕме чупнă. Комсомоль-ски вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн Николай çара кайнă. Служба вăхăтĕнче хăйĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн ăна пĕрре мар Тав хучĕ, Хисеп грамоти панă, вĕсем халĕ çемье архивĕнче упранаççĕ. 2 çул салтак пăтти çинĕ хыççăн Коля киле таврăнать, нумай шутласа тăмасăр ачаран килĕштернĕ специальноçа алла илмешкĕн газосварщика вĕренме каять. Вĕренсе пĕтерсен Комсомольскинчи «Сельхозтехникăна» ĕçе кĕрет. Унтанпа 28 çул хыçа юлнă ĕнтĕ. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ автомашина-трактора чун кĕртмен-ши вăл — шучĕ те çук. Хăйне шанса панă ĕçе яланах чыслăн пурнăçланăшăн Николай Алексеевич грамотăсене те тивĕçнĕ, унăн ячĕ «Сельхозтехникăри» Хисеп хăми çинче пулнă. Халĕ те Николай яланах çынсене пулăшма хатĕр. Комсомольскисем çеç мар, урăх ял, район çыннисем те ун патне пулăшу ыйтма килеççĕ.

Мăшăрĕпе, Любовь Арсентьевнăпа, питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем, 2 ывăл çуратса ÿстерсе ура çине тăратнă. Çакăн пек пултаруллă, туслă çемьене малалла та пуç усмасăр пурнăçри йывăрлăхсене парăнтарса пыма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, ăнăçу сунас килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика