04 февраля 2012 г.
Шел пулин те, рак чирĕсемпе кĕрешмелли куна хĕрарăмсен, теççĕ. Уйрăмах çак чир 45—60 çулхисен пулать. Раççейре кашни кун (!) 47 ача онкологи чирне пула амăшĕсĕр юлнине статистика çирĕплетсе парать. Анлă сарăлнисенчен пĕри вăл — кăкăр парĕн шыççи (КПШ).
Пирĕн районта рак чирĕпе чирлекенсен шучĕ çулран çул ÿсет.
Акă, районти тĕп больницăра 2010 çулта 365 çын учетра тăнă пулсан, 2011 çулта вĕсен шучĕ 400-пе танлашнă. Çак кун умĕн эпĕ районти тĕп больницăри онколог врачпа Н.Н.Михайловăпа тĕл пулса калаçрăм.
— Надежда Николаевна, халăхра «рак» сăмах «вилĕм» тенипех танлашать. Мĕн вăл рак; Мĕне пула çак чир çын организмĕнче аталанать?
— Рак вăл, урăхла каласан сиенлĕ мăкăль — клеткăсем йĕркеллĕ аталанасси, пайланасси пăсăлнипе хăйсен паллине çухатса хытă аталанни, юнашар тканьсем çине куçса сарăлсах ÿсни. Онкологи чирĕ организмра аталанса сарăлнин тĕп сăлтавĕсем — тĕрĕс мар апатланни (35 процент), табак туртни (30 процент) тата ытти те.
— Чир ан пуçлантăр тесен çыннăн мĕн тумалла?
— Пĕрремĕшĕ — тĕрĕс апатланмалла. Рационта клетчаткăпа, пектинсемпе, фетатсемпе пуян апат-çимĕç пулмалла.
Иккĕмĕшĕ — эрех-сăрапа иртĕхмелле мар, табак туртма пăрахмалла, усал йăласенчен хăтăлмалла.
— Надежда Николаевна, хĕрарăмсен чи анлă сарăлнă чирĕ — кăкăр парĕсен шыççи. Ăна епле пĕлме пулать?
— Хĕрарăмсен, уйрăмах 40-рен иртсен, çулталăкне 1—2 хутчен маммолог врач патĕнче пулмалла, маммографи витĕр тухмалла. Вăл çынсенче рак чирне малтанхи тапхăртах тупса па-лăртма пулăшать. Ракăн I, II тапхăрĕсенче чирлисене сыватма пулать. Енчен те тĕрлĕ сăлтавсене пула чир III, IV тапхăрсене куçсан — çын пурнăçне çăлса хăварма йывăр. Çавăнпа та больницăна анализсем вăхăтра парса врач кабинетĕнче пулмалла. Ку вăл чирĕн пирвайхи стадисене тупса палăртма пулăшĕ. Ÿт температури ялан сăлтавсăр хăпарсан, аш-какай çиес килми пулсан онколог врач патне васкăр.
— Районти хĕрарăмсене мĕн суннă пулăттăр?
— Харпăр хăй сывлăхĕ — хăйĕн аллинче. Онкологи чирне пирвайхи тапхăрта тупса палăртса сипленсен кăна вилĕмрен çăлăнма пулать. Больницăна кайма ан ÿркенĕр, анализсене вăхăтра парăр, врачсемпе канашлăр. Вĕсем сире тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парĕç.
— Калаçушăн тавтапуç. Чирлисен шучĕ чактăр, сывалакансен — ÿстĕр.
Сăн ÿкерчĕкре: Н.Михайлова онколог врач.
Источник: "Каçал Ен"