04 февраля 2012 г.
«Алран кайми аки-сухи, асран кайми атти-анни...»— янăрарĕ юрă Патăрьелĕнчи администраци çурчĕн ларусен залĕнче. Зал тулли çын ура çине тăрса Чăваш наци конгресĕн гимнне чуна пырса тивмелле шăрантарнипе пуçланчĕ чăваш чĕлхине юратакансен, чăваш халăхĕшĕн тăрăшакансен семинарĕ. Ăна çитĕнекен ăрура патриотизм туйăмне, Тăван çĕр-шыва, халăха, чĕлхене юратассине аталантарассин ыйтăвĕсене халалланă. Пирĕн районтан та чăваш чĕлхипе литература, музыка, физкультура вĕрентекенĕсем, библиотека ĕçченĕсем çак мероприятие хутшăнма кăмăл турĕç.
Мероприятие Чăваш наци конгресĕн президиум членĕ Константин Портнов уçрĕ. Вăл чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ачасенче патриотизм туйăмне аталантарас ĕçре чи пĕрремĕш çынсем пулнине палăртрĕ. Вĕсем тăрăшнипе юлашки çулсенче лару-тăру самаях улшăннине, хуласенче те чăвашла калаçакансем нумай пулнине çирĕплетрĕ. «Çапах та çакăнпа чарăнса тăмалла мар, пурин те пĕрле çанă тавăрса ĕçлемелли пайтах», — тесе пĕтĕмлетрĕ вăл сăмахне.
Ун хыççăн ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов тухса калаçрĕ. Вăл чăваш чĕлхине аталантарас, ачасене, çамрăксене тăван чĕлхене юратма вĕрентес ĕçри ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене тишкерчĕ. ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртнĕ иккен. Çавăнпа та пирĕн тăван чĕлхе, тăван халăх çĕр пичĕ çинчен ан çухалтăр тесе самаях вăй хумалла. Патшалăх ку енĕпе нумай тăрăшать. Пирĕн хамăрăн чăваш телевиденийĕ, наци радиовĕ пур. Вĕсем урлă эпир хыпарсемпе паллашма, чăваш юрри-ташшипе, сăвви-калавĕпе киленме пултаратпăр. Çапах та унта кадрсем çитменни пăшăрхантарать Архипова. Пултаруллă çамрăксем темшĕн чăваш чĕлхи енĕпе вĕренме каймаççĕ, чĕлхепе çыхăннă професси суйламаççĕ. Çавăн пекех патшалăх ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентес ĕçре пысăк пулăшу панине палăртрĕ вăл. Халĕ акă ача сачĕсенчех чăваш чĕлхине вĕрентме пуçлаççĕ. Учительсене ăнăçлă ĕçлеме май туса парас, пур енлĕн пулăшса пырас тесе юлашки вăхăтра нумай ĕç тăваççĕ.
Унтан тĕрлĕ районсенчи вĕрентекенсем тухса калаçрĕç, уйрăмах пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Çитменлĕхсем хушшинче кĕнекесем, словарьсем, тĕрлĕ çĕнĕ йышши хатĕр-хĕтĕр çителĕксĕр пулнине, телевидени программи чухăннине, радиори кăларăмсене ертсе пыракансем чăвашла таса калаçманнине тата ыттине те палăртрĕç.
Пирĕн районтан Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн музыка учителĕ Георгий Перьев сăмах илчĕ. Вăл ачасенче патриотизм туйăмне аталантарас, кăмăл-сипет енчен тĕрĕс воспитани парас ĕçре музыка урокĕсем те пĕлтерĕшлĕ пулнине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Унсăр пуçне хальхи чăваш эстрада юррисене тишкерчĕ, юрă çырас ĕçри кăткăслăхсемпе паллаштарчĕ. Юрă-ташă урлă ачасен чунĕсенче чăвашлăх туйăмне вăратма пулнине çирĕплетрĕ педагог.
Унтан Елена Шурту юрăçă пуçтарăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Юрă хыççăн юрă чуна пырса тивмелле шăрантарса куракансен кăмăлне тупрĕ, мероприятие хаваслăх кĕртрĕ. Залра ларакансем те чăтса лараймарĕç, пурте пĕрле чăваш халăх юррисене юрласа таврана янратрĕç.
Источник: "Каçал Ен"