04 февраля 2012 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ кашни çулах наукăра, творчествăра пысăк ÿсĕмсем тăвакан чи пултаруллă çамрăксене ятарлă стипенди парса хавхалантарать. Кăçал та пирĕн районтан президент стипендиачĕ ята илме тивĕçнисем пулчĕç. Вĕсенчен пĕринпе паллаштарасшăн паян хаçат вулаканĕсене.
Татьяна Герасимова 2006 çултанпа Диагностикăпа консультировани центрĕнче учитель-логопедра вăй хурать. Ачасене чунтан юратнипе, шкулта вĕреннĕ чухнех логопед ĕçĕ илĕртнипе суйланă вăл çак профессие.
Татьяна Комсомольски ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1-мĕш вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Унтан М.А. Шолохов ячĕллĕ Мускав патшалăх уçă педагогика университечĕн Шупашкарти филиалне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ, часах дипломлă специалист пулса тăнă. Вĕреннĕ вăхăтрах вăл пĕр çулталăклăха ĕçе вырнаçнă, учитель-логопедра ĕçлесе опыт пуçтарнă. Вĕренсе тухсан ăçта каясси йывăр ыйту пулман çамрăк хĕршĕн. Хальхи вăхăтри нумай çамрăк пек хуланалла талпăнман вăл, чунĕ туртнипе тăван яла таврăннă, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн Диагностикăпа консультировани центрне ĕçе вырнаçнă.
Татьяна Николаевнăн ĕç пÿлĕмне пырса кĕрсессĕн хăвна юмах тĕнчине лекнĕн туятăн. Кунта çыхнă теттесем, вĕт шăрçаран ăсталанă йывăçсем куçа илĕртеççĕ. Ачасем те çавăнпа хаваспах çÿреççĕ кунта, уйрăмах алăпа ăсталанă çурта ки-лĕштереççĕ имĕш, тыта-тыта пăхаççĕ, ăна мĕнрен тата мĕнле тунипе кăсăкланаççĕ. Тĕрлĕ сасăсене калама, тĕрĕс калаçма вĕрентнипе çеç çырлахмасть учитель, ачасен алă моторикине аталантарма ятарлă хăнăхтарусем тутарать, вăйăсем выляттарать. Татьяна Николаевна пуçламăш классенче вĕренекенсемпе те, шкул çулне çитменнисемпе те занятисем ирттерет. Кăнтăрла хыççăн Комсомольски 1-мĕш е 2-мĕш вăтам шкулĕсене, район центрĕнчи ача сачĕсене çул тытать, уйрăм ушкăнсемпе ĕçлет. Урăх ялсенчен те чылай ача çÿрет логопед занятийĕсене, вĕсене палăртнă вăхăта ашшĕ-амăшĕсем илсе килеççĕ.
— Ача тĕрĕс калаçма вĕренесси унăн тăрăшулăхĕнчен, пултарулăхĕнчен, çĕнĕ япалана мĕнле йышăнма пултарнинчен килет. Унсăр пуçне кунта ĕçленипе çеç мар, килте те ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсен чĕлхине аталантарма тăрăшмалла, ятарлă хăнăхтарусем тутармалла,— пĕлтерчĕ Т.Герасимова.
Тăрăшуллă специалист час-часах професси конкурсĕсене хутшăнса хăйĕн пĕлĕвĕпе, ăсталăхĕпе палăрать. Акă, сăмахран, республикăра 3 тапхăрпа иртнĕ «Дефектолог» конкурсра вăл 2008 çулта малтисен шутне кĕнĕ, «Специалистсем хушшинчи чи лайăх мастер-класс» номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă. 2007 çулта районти «Чи лайăх çамрăк кадрсем» конкурсра «Вĕрентÿ сферинчи чи лайăх çамрăк работник» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Унсăр пуçне Татьяна Николаевна спорт вăййисене питĕ кăмăллать, районта, республикăра иртекен ăмăртусене хаваспах хутшăнать. Чи юратнă спорт тĕсĕ унăн — сĕтел çи теннис. Унпа вăл шкулта вĕреннĕ чухнех интересленме пуçланă, тăхтавсенче выляса ăсталăхне аталантарнă. Çак спорт вăййипе панă дипломĕсемпе грамотисене шутласа пĕтерме те çук пулĕ, районта та, республика шайĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ вăл. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр октябрь уйăхĕнче Комсомольскинче иртнĕ ăмăртура вĕсен команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çавăн пекех волейбол, шашка вăййисене кăмăллать Таня, йĕлтĕрпе ярăнать. Час-часах вĕренÿ ĕçченĕсем хушшинче республикăра иртекен ăмăртусенче команда шутĕнче район чысне хÿтĕлет.
Акă, май уйăхĕнче иртнĕ Тутарстан, Мари Эл, Чăваш Республикисен туристсен слетĕнче те вĕсен команди 3-мĕш вырăн йышăннă. Мероприятисене хастар хутшăннăшăн, уйрăм пултарулăхпа палăрнăшăн ăна район администрацийĕн Тав хучĕсемпе пĕрре мар чысланă, Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине те вăл 3-мĕш хут тивĕçнĕ.
— Спортпа туслă пулни, тĕрлĕ ăмăртусене, конкурссене час-часах хутшăнни кичемленсе ларма памасть, пурнăçа хаваслăх кĕртет,— терĕ Татьяна Николаевна сăмахне вĕçлесе.
Источник: "Каçал Ен"