04 февраля 2012 г.
Вĕсемпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулнă, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Ĕçсĕрлĕх шайĕн, çурт-йĕр тăвассин кăтартăвĕсене тишкернĕ, çитес суйлав пирки калаçнă. Çакăн хыççăн сумлă хăнасем массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравланă. Журналистсем Станислав Говорухин Мускавра тата ытти хуласенче иртекен митингсем пирки мĕн шухăшланипе кăсăкланчĕç. «Çакнашкал митингсемпе акцисен тĕп тĕллевĕ — çĕр-шыва хумхану авăрне кĕртсе ÿкересси. Вĕсенче тухса калаçакан политиксенчен чылайăшĕ 90-мĕш çулсен варринче влаç тытăмĕнче пулнă, эппин. Раççей экономикипе социаллă пурнăçне аркатнă çĕре те хутшăннă. Çак сиене пĕтерес тĕллевпе çĕр-шыв правительстви юлашки 10—12 çулта чылай ĕç пурнăçларĕ, çапах тумалли тата нумай-ха»,— тенĕ Станислав Сергеевич. Çак калаçăва вăл Чăваш Республикин Наци библиотекинче тăснă. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Шупашкарти темиçе предприятие çитсе курнă.
Источник: "Каçал Ен"