04 февраля 2012 г.
РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулу ирттернĕ, ЖКХ ыйтăвĕсене тишкернĕ. Раççей Президенчĕ вăйлă сивĕсем пирки ĕçсем мĕнле пынипе интересленнĕ.
М.Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе республикăра лару-тăру йĕркеллĕ, çапах çынсене йăлтах тивĕçтерет тесе калама çук. Халăхран çăхавсем килнĕ компанисене право сыхлавĕн органĕсем тĕрĕсленĕ, финанс енĕпе йĕркене пăснисене тупса палăртнă.
«Хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламан организацисене хупмалла. Тÿрленме пултараяканнисене тепĕр хут шанчăк пама юрать. Çапах та укçа-тенке кирлĕ çĕре яманни — йĕркесĕрлĕх»,— палăртнă Президент. Çавăн пекех вăл укçана посредниксемсĕр тÿрех кирлĕ счет çине куçарасси ЖКХ сферинче мĕнле пулса пынипе интересленнĕ.
Михаил Игнатьев пĕрремĕш утăмсене Пĕрлĕхлĕ касса расчет центрĕсем урлă туни çинчен пĕлтернĕ, çак уçă схема лайăх енчен палăрма ĕлкĕрнине çирĕплетнĕ.
Д.Медведев посредниксемсĕр укçа куçарни шанчăклăрах пулнине палăртнă, çак ĕçе малалла аталантарма сĕннĕ.
Источник: "Каçал Ен"