01 февраля 2012 г.
2011 çулта район прокуратури пуçарнипе ЧР Россельхознадзор управленийĕн специалисчĕсем ял хуçалăх производство кооперативĕсенче планпа палăртнă тĕрĕслевсем ирттернĕ.
Çапла вара тĕрĕслев ушкăнĕсем «Асаново», «Слава», «Восток», «Победа», «Алга», «Луч» ЯХПКсен, «Комсомольские овощи», «Сюрбеево» ОООсен, «Родина» хресчен (фермер) хуçалăхĕн, Элпуç тата Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕсен ĕçĕ-хĕлне тишкернĕ.
Надзорла мероприятисем ирттернĕ тапхăрта пурĕ 15,2 пин гектар ял хуçалăхĕ валли уйăрнă çĕрпе епле усă курнине тĕрĕсленĕ. Тухăçлă çĕрсемпе усă курман, çавăн пекех тăпран тухăçлă çĕр сийĕсене хăйсен ирĕкĕпе куçарнă, пăрахăçланă тĕслĕхсем тупса палăртман.
Анчах та район территорийĕнче санкцисĕр тунă хытă каяшсен çÿп-çап вырăнĕсен шучĕ ÿснĕ. Вĕсем çут çанталăкшăн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Иртнĕ çул управлени специалисчĕсем районта 6,7 гектар çĕр лаптăкĕ çинче 23 çÿп-çап вырăнĕ регистрациленĕ. Вĕсенчен 15-шĕ (4,5 гектар çĕр çинче) — санкцисĕр. Тĕрĕслев комиссийĕсем унта йĕркесĕрлĕхсене палăртнă: ишĕлсе анасран, сарăласран вĕсем тавра карта тытман, унта мĕн чухлĕ каяш килсе пăрахнине, каяшсен хăрушлăх класне (класс опасности отходов) шута илменнине тата ытти те.
Управлени ĕçченĕсем 2011 çулта 33 тĕлтен çĕр сийне илсе «Чулхулари референт центрĕ» ФПУна экспертизăна янă. Пĕтĕмлетÿ çакна палăртнă: 4 çĕрте йывăр металсен шайĕ (цинк, пăхăр) нормăран иртет.
Çак тĕрĕслевсем хыççăн Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхне Административлă кодексăн 8.6 статйин 2-мĕш пайĕпе явап тыттарнă.
Тĕрĕслев ĕçĕсем 2012 çулта малалла пырĕç.
Граждансене тата юридици сăпатĕнчи çынсене асăрхаттаратпăр: çÿп-çап вырăнĕсенчи йĕркелĕх санитарипе эпидемиологи нормисемпе килĕшÿллĕн пулмалла.
Источник: "Каçал Ен"