АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сÿнми вучах

28 января 2012 г.

Ун чухне эпĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ Комсомольски районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçатра редактор çумĕнче ĕçлеттĕмччĕ. Юпа уйăхĕн хĕвеллĕ пĕр кунĕнче парти райкомĕн оргпай пуçлăхĕ Владимир Яковлевич Григорьев редакцие шăнкăравларĕ. Партин Чулхулари аслă шкулĕнчен вĕренсе тухса райкомра çурла уйăхĕнче çеç ĕçлеме пуçланăскерпе паллашсах та кайманччĕ-ха. Вăл мана хăйпе пĕрле Кивĕ Сĕнтĕр ялне пыма чĕнет-мĕн. Партвĕренÿн çĕнĕ çулĕ пуçланнă май унта заняти пулмалла, вăл мĕнле иртни çинчен хаçата çырсан та юрать, тет.

Эпĕ унпа пыма килĕшрĕм. Кайрăмăр. Çитрĕмĕр. Пире пропагандист — вырăнти шкул директорĕ — кĕтсе илчĕ. Список тăрăх политвĕренĕве çÿрекенсем çирĕм çын ытла пулмалла. Занятие пиллĕкĕшĕ çеç пычĕ. Пропагандисчĕ те темăна лайăх ăнлантараймарĕ, урлă-пирлĕ калаçкаларĕ. Çакăн пирки ăна Григорьев уççăнах каларĕ, тĕрĕслĕхе пĕрре те пытарса тăмарĕ. Икĕ-виçĕ кунран хаçатра материал пичетлесе кăлартăм, çитменлĕх пирки çырмасăр чăтаймарăм. Пропагандист, тахçан право органĕсенче те ĕçлесе курнăскер (вăл учителе мар, юриста вĕренсе тухнă), мана элекçĕ тесе суда панă-мĕн. Судья унăн тавăçне илсе юлнă, ун çинчен çийĕнчех редактора пĕлтернĕ. Редактор çакăн пирки райкома хыпарланă. Тăхтаса тăмасăрах райкомăн пĕрремĕш секретарĕ шкул директорне райцентра чĕнтерет. Оргпай пуçлăхĕпе иккĕшĕ вĕсем пропагандиста хаçатри статья элек мар, критика пулни çинчен ăнлантарса параççĕ. Шкул директорĕ судья патне кĕрсе тавăçа каялла тавăрса пама ыйтать.

Çак пăтăрмах пирки эпĕ тепĕр икĕ уйăхран çеç пĕлтĕм. Мана лăпкăн ĕçлеме май туса парас тесе райком секретарĕпе оргпай пуçлăхĕ пропагандист сĕмсĕрлĕхĕ пирки статья авторне нимĕн те пĕлтерес мар тенĕ.

Çулталăк çурăран Владимир Яковлевича райкомăн иккĕмĕш секретарьне суйларĕç. Ĕçлетпĕр çапла. 1971 çулхи çуркунне манăн райцентртан çирĕм икĕ çухрăмри колхоза командировкăна каймалла пулчĕ. Правленире никамах та çук. Хам тĕллĕнех фермăсене çитсе курас терĕм. Выльăх витисенче лару-тăру калама çук йывăр-мĕн. Ĕнесем выçă тăраççĕ. Сыснасем шыв çине темиçе ывăç çăнăх сапнă «апата» çиеççĕ. Колхоз председателĕ те, зоотехникпа ферма заведующийĕ те яра куна фермăсенче пулмарĕç. Каç кÿлĕм эпĕ председатель патне килне кĕрсе пăхас терĕм. Çитрĕм. Кĕретĕп. Картишĕнче икĕ аркăллă кĕпине йÿле янă хĕрарăм хĕрсех янăрашать. Пÿртрен урмăш сасăллă арçын юрă юрлани илтĕнет. Аллă-аллă пилĕк çулхи хĕрарăм мана пÿрте ертсе кĕчĕ. Сĕтел хушшинче çара ураллă арçын ларать. Палларăм: колхоз председателĕ. Хам хаçат корреспонденчĕ пулни çинчен пĕлтертĕм. Председатель лачкам ÿсĕр-мĕн. Çынна та палламасть, хăй мĕн калаçнине те чухламасть. Унпа сăмахланин усси çуккине ăнланса эпĕ райцентра çитсе ÿкме васкарăм. Икĕ кун вăл редакцие шăнкăравласса кĕтрĕм. Шăнкăравламарĕ. Вара хаçатра «Ÿсĕр председатель тата ыттисем» статья çапса кăлартăм. Мана уншăн вăрçакан та, мухтакан та пулмарĕ. Тепĕр эрнерен райком пленумĕ пулса иртрĕ. Мĕнле ыйту сÿтсе явнине халĕ ас тумастăп. Пленумра эпĕ командировкăра пулнă аякри колхозри партком секретарĕ сăмах илчĕ, председателе мухтама, мана (статья авторне) хурлама пуçларĕ. Колхозри коммунистсем ахаль мар пулĕ ĕнтĕ партком секретарьне «çăка коммунист» тетчĕç.

— Уткин хăйне аслă совет писателĕ Максим Горький пек шутлать пулмалла. Горькин «Егор Булычев и другие», «Достигаев и другие» произведенисем пур. Уткинран ĕмĕрне те Горький пулас çук. Ан шантăр, ан ĕмĕтлентĕр! — тет çакскер. Тата темĕн те, тата темĕн те каларĕ.

Пленум вĕçленес умĕн Владимир Яковлевич Григорьев сăмах илчĕ. Малтан вăл доклада сÿтсе явнине тишкерчĕ, унтан партком секретарĕ тухса калани патне таврăнчĕ.

— Хаçат корреспонденчĕ колхозри лару-тăрăва тĕрĕс уçса панă, председателе тĕрĕс критикленĕ. Председатель ĕçкĕпе иртĕхнине райком та пĕлет. Вăл хăйне мĕнле тыткалани пирки бюрора сÿтсе явма та вăхăт çитрĕ пулмалла,—терĕ оратор.

Вăл калани манăн кăмăла çĕклентерчĕ, малашне тата та çине тăрарах ĕçлеме хавхалантарчĕ. Сăмах май каласан, председатель «тÿрленеймерĕ». Тепĕр виçĕ-тăватă çултан ăна ĕçрен хăтарчĕç. Ĕçке ытарайман этем пенсие тухаймасăрах вилчĕ.

Çав çулах мана Горькири партин аслă шкулне вĕренме ячĕç. Тăватă çул иртнĕ хыççăн тăван районах таврăнтăм. Мана район хаçачĕн редакторне çирĕплетрĕç. Хаçат авторитетне çĕклес, тиража ÿстерес, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес, кадрсен ăсталăхне хăпартас енĕпе нумай ĕçлеме тиврĕ. Владимир Яковлевичпа тачă çыхăнса ĕçлерĕм, пирваях нумай канаш, сĕнÿ парса пулăшса пычĕ.

Владимир Яковлевич Григорьев сакăр вунă çул каялла кăрлач пуçламăшĕнче Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче çуралнă. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерсе тухнă хыççăн, Патăрьелĕнчи педучилищĕне кайса кĕнĕ, 1950 çулта алла диплом илнĕ. Хăйсен ялĕнчи тата Хырай Ĕнелĕнчи шкулсенче ачасене вĕрентнĕ, виçĕ çул çарта пулнă. Унтан таврăнсанах ăна Çĕнĕ Кипеçри шкула ĕçлеме яраççĕ. Çамрăк çын шкул ĕçĕпе кăна лармасть, комсомол енĕпе те хастарлăх кăтартать. Ăна Комсомольскине чĕнсе илеççĕ те ВЛКСМ райкомĕн сектор пуçлăхне лартаççĕ. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ П.Н.Николаев ăна хăвăрт асăрхать, часах В.Григорьева КПСС райкомне инструктора куçараççĕ. Темиçе çул хушши вăл райĕçтăвкомăн культура пайне ертсе пырать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика