28 января 2012 г.
Карас телефонсем ачасем çине мĕнле витĕм кÿнине тахçанах сÿтсе явма пуçланă. Пĕрисем телефонпа час-часах усă курмасан ним хăрушши те çук теççĕ. Теприсем электромагнитлă хумсем пуç мими çине япăх витĕм кÿнине палăртаççĕ. Ученăйсем пĕлтернĕ тăрăх, çитĕннисем валли туса кăларнă мобильлĕ телефонсен хăрушсăрлăх стандарчĕсем ача организмĕн уйрăмлăхĕсене шута илмеççĕ. Ачасем электромагнитлă энергие ытларах йышăнаççĕ. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, ачасен пуç мими ырă мар реакцисене пуçтарăнма май парать.
Вăхăт факторĕ çинчен те манмалла мар. Çитĕннисем мобильниксемпе 7—8 çул каялла усă курма пуçланă пулсан, ачасем çак электромагнитлă хумсемпе çуралсанах тенĕ пек тĕл пулаççĕ.
Европăра ку ыйтăва тĕплĕн тишкереççĕ. Британири онкологи журналĕнче пĕр тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен çакă палăрнă: карас телефонсемпе усă куракан ачасен ăс-тăнĕ хавшакланма пултарать, ача вĕчĕрхенет, пулни-иртнине асра япăх тытма пуçлать. 30—60 çулсене çитнĕ çĕре илтÿ тата вестибуляр нервисен шыççисем, Альцгеймер чирĕ, депресси синдромĕ тата ытти нерв, пуç чирĕсем аталанма пултараççĕ.
Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 20 çулта пуç мими ракĕпе чирлекенсен шучĕ тăрук ÿснĕ. Тĕпчевсем рак аталанасси кĕсье телефонĕсемпе тÿррĕн çыхăннине тупса палăртман пулсан та, ученăйсем ачасене телефонсемпе усă курма чарма сĕнеççĕ. Анчах ачасенчен вĕсен юратнă электронлă теттине туртса илме пулĕ-ши?
Источник: "Каçал Ен"