28 января 2012 г.
Иртнĕ кунсенче Шупашкарта прокуратура ĕçченĕсем 2011 çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Пирĕн район прокурорĕ В.Гришин «Чи лайăх прокурор» тата «Чи лайăх спортсмен» номинацисемпе пĕрремĕш вырăнсене тухнă.
Валерий Гришин вунă çула яхăн район прокурорĕнче тăрăшать. Çак вăхăтра нумай специалист унпа пĕрле ĕçлесе карьера «картлашкипе» çÿлелле хăпарчĕ. Акă виçĕ çул прокурора пулăшаканĕнче тимленĕ А.Григорьев кăçалтан — Етĕрне район прокурорĕн çумĕ.
Самана улшăнса пынă май прокуратура умĕнче тăракан тĕллевсем çулсеренех кăткăсланса пыраççĕ. Пысăк калăпăшлă реформăсем, наци проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыни прокуратура ĕçченĕсенчен асăрхава пахалăхрах пурнăçлама, демократиллĕ патшалăха ăнăçлăн аталантарасси çине витĕм кÿме хистеççĕ.
Районти прокуратура ĕçченĕсем граждансен прависене хÿтĕлес ĕçе пысăк тÿпе хывнисĕр пуçне патшалăх интересĕсене хÿтĕлеççĕ, терроризмпа экстремизм, коррупципе çыхăннă преступленисене хирĕç кĕрешессине йĕркелесе пыраççĕ, преступноçа хирĕç кĕрешнĕ май право хуралĕн ĕçне координацилеççĕ тата ытти те.
Прокуратура ĕçченĕсен тĕп тивĕçĕ — тĕрĕслĕхшĕн çине тăрасси, принциплăх. Çаксене тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ вĕсем.
«Коррупцие хирĕç кĕрешсе иртнĕ çул 4 преступлени учета тăратрăмăр. 2010 çулта — 6. Çавăн пекех 2011 çулта йĕркене пăснă 940 тĕслĕх тупса палăртнă, суда 1756000 тенкĕлĕх 348 иск тăратнă.
Çавăн пекех 181 протест, 176 представлени янă. Эпир çырнă представленисем хыççăн 186 çынна явап тыттарнă»,— пĕлтерчĕ Валерий Алексеевич.
Иртнĕ çул район прокуратурин ĕçченĕсем кунта килнĕ 108 çăхава пăхса тухнă, айăплă çынсене асăрхаттарнă, явап тыттарнă.
— Пирĕн коллектив пысăк мар. Апла пулсан та ума лартнă тĕллевсене тивĕçлĕ пурнăçлатпăр. Манăн çум Евгений Илларионов тата аслă пулăшакан Екатерина Ягудина службăра тăрăшуллă. Екатерина Харитонова пирĕн коллективра иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнчен ĕçлет. Пурте эпир яланах тĕрĕслĕх хуçалантăр тесе тăрăшнă, тăрăшатпăр та,— терĕ район прокурорĕ.
Источник: "Каçал Ен"