АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх шучĕ чакнă

28 января 2012 г.

Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă ĕрчетесси, тухăçлă продукци туса илесси апат çителĕклĕ хатĕрленинчен, витесем ăшă, юсавлă пулнинчен, çут çанталăк условийĕсенчен тата ытти факторсенчен те килет. Паянхи кун темĕнле йывăр пулсан та ял çынни выльăх-чĕрлĕх тытма пăрахмасть-ха. Çапах та вĕсен шутне палăрмаллах чакарни курăнать.

2011 çул вĕçĕнчи пĕтĕмĕшле кăтартусене тишкерсен куç умне çапла ÿкерчĕк тухса тăрать: ял хуçалăх кооперативĕсем те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те, уйрăм çынсем те 2010 çулхипе танлаштарсан выльăх шутне чакарнă. Тĕслĕхрен, 2010 çулта тĕрлĕ формăллă ял хуçалăх предприятийĕсенче 12293 пуç мăйракаллă шултра выльăх пулнă пулсан, пĕлтĕрхи çулталăк вĕçне 11533 пуç çеç юлнă. Уйрăмах ял халăхĕ килти выльăх шутне чылай чакарни палăрать (2010 çулта — 5245 пуç, 2011 çулта — 4612 пуç). Çапах та ăнăçлă ĕçлесе, йыша ÿстерсе пыракан фермăсем те пур. Акă, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕтĕмĕшле илсен мăйракаллă шултра выльăх шутне 80 пуç ÿстернĕ.

Сĕт сăвасси те фермер хуçалăхĕсенче лайăх пулса пырать: 2010 çулхипе танлаштарсан 414 тонна ытларах. Çав вăхăтра ял хуçалăх кооперативĕсенче сĕт сăваслăх 130 тонна чакнă. Çулталăкне вăтамран кашни ĕне пуçне сĕт суса илесси 73 килограмм сахалрах пулнă.

Аш-какай туса илес енĕпе вара, пĕтĕмĕшле пăхсан, кăтартусем ÿснине палăртмалла. Пĕлтĕр, 2010 çулхипе танлаштарсан, пурĕ 72 тонна ытларах аш-какай хатĕрленĕ.

Уйрăмах кунта хресчен (фермер) хуçалăхĕсем палăрнă. 2010 çулта вĕсем 32 тонна аш-какай хатĕрленĕ, 2011 çулта — 76. Туса илнĕ продукцин пысăк пайĕ — мăйракаллă шултра выльăх какайĕ.

Хуçалăхсенче сыснасем, сурăхсемпе качакасем те сахалрах тытма пуçлани куç кĕрет. Тĕрлĕ формăллă ял хуçалăх предприятийĕсене илсен, сыснасен шучĕ пурĕ 1480 пуç, сурăхсемпе качакасем 974 пуç чакнă. Лашасен шутне вара нумаях чакарман. 2010 çулта пурĕ 813 лаша усранă пулсан, 2011 çул вĕçĕ тĕлне вĕсен шучĕ 790-па танлашнă.

Çапла вара, 2011 çулта çителĕклĕ апат хатĕрлеме майсем пулнă пулин те, тĕрлĕ йывăрлăхсене пула районта выльăх-чĕрлĕх усрасси чакнă. Çапах та çак отрасль ял халăхĕшĕн, ялсен пуласлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине манас марччĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика