28 января 2012 г.
Ял хуçалăх кооперативĕсем те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сĕт-çу, аш-какай туса илесси ял хуçалăхĕшĕн яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ, тупăш кÿрекен ĕç шутланнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхсем фермăсене пĕтме парас мар, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине малалла аталантарас тесе нумай тăрăшаççĕ.
«Восток» ЯХПКра районĕпе чи нумай пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ (757, вĕсенчен 220 пуçĕ — ĕне). Унсăр пуçне, 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне панă кăтартусем тăрăх, вĕсем 901 пуç сысна усраççĕ. Çак кăтарту 2010 çулхинчен палăрмаллах чакнă пулсан та, сысна ĕрчетессипе хуçалăх районта малтисен ретĕнче. Аш-какай туса илессипе «Восток» ЯХПК пĕлтĕр те, виçĕм çулхи пекех, районта пĕрремĕш вырăнта пулнă (1728 центнер). «Урожай» колхоз та ăнăçлă ĕçлет. Унта 691 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ (çав шутра 216 ĕне), сыснасен шутне 2011 çулта 234 пуç нумайлатнă. Аш-какай туса илессипе вĕсем иккĕмĕш вырăнта (1439 центнер).
Çавăн пекех «Труд», «Рассвет» ЯХПКсем çак енĕпе аван ĕçлеççĕ. Уйрăм хуçалăхсем хушшинче Ивановăн, Атласкинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсене палăртса хăвармалла.
Источник: "Каçал Ен"