28 января 2012 г.
2012 çула Истори çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна шута илсе районти модельлĕ библиотека историпе çыхăннă тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме палăртнă.
Библиотека ĕçченĕсем кĕнеке куравĕсем, паллă çынсемпе тĕл пулусем йĕркелĕç. «Комсомольски район энциклопедийĕ» кĕнеке район историне тĕпчес ĕçре пысăк пулăшу парать. 694 страницăран тăракан çак кĕнекене 2009 çулта пичетлесе кăларнăччĕ. Ăна хатĕрлесе кăларакансем: В.Я.Григорьев, Г.Н.Ксенофонтов, П.П.Таллеров, Г.А.Уткин.
Çитес вăхăтра энциклопедин иккĕмĕш кĕнеки пичетленсе тухмалла.
Источник: "Каçал Ен"