АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс пуçланчĕ

25 января 2012 г.

Кашни çулах республикăри наци библиотеки çулталăк кĕнекине палăртма конкурс ирттерет. Кăçал çавăн пек конкурс январĕн 11-мĕшĕнче пуçланчĕ. Унăн тĕллевĕ — 2010 çулта кун çути курнă кĕнекесене вулакансемпе туслаштарассине ÿстересси. Конкурса хутшăннă кĕнекесенчен чи нумай вуланакан кĕнекене палăртма çынсен сĕнĕвĕсене шута илеççĕ.

Конкурсра çакăн пек номинацисем пулаççĕ: «Поэзи жанрĕнчи чи лайăх вуланакан кĕнеке», «Проза жанрĕнчи чи лайăх вуланакан кĕнеке», «Чи лайăх вуланакан ача-пăча кĕнеки», «Чи лайăх вулакан», «Конкурс тапхăрĕнче чи лайăх мероприятисем йĕркелекен», «Конкурса чи лайăх йĕркелекен библиотека», «Кĕнекен чи лайăх реклами».

Конкурс вăхăтĕнче районти библиотекăсенче те вулав конференцийĕсем, диспутсем, кĕнеке çыраканпа тĕл пулусем иртĕç.

Конкурса пурĕ 147 илемлĕ литература произведенийĕ хутшăнать. Вĕсен хушшинче çак кĕнекесен авторĕсене палăртас килет: Л.Я.Агаков («Шанчăк» романĕ), Н.А.Петровская («Çил-тăманлă каç» повеçĕ), В.Тарават («Кĕтмен венчет» повеçĕпе калавсем) тата ытти те.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика