АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçлать

25 января 2012 г.

Галина Гаврилова Шурутри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче тăрăшать. Ача-пăча тухтăрĕ çумĕнчи медсестра вăл. Çавна май тин çуралнă пепкесем патне вĕсем пĕр уйăха çитиччен килне çÿрет, сывлăхне тĕрĕслет, ашшĕ-амăшĕсене сĕнÿ-канашсем парса пулăшать. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнăранпах, чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хурать çак ĕçре Галина Михайловна. Ĕçтешĕсем медсестра хăйĕн ĕçне тÿрĕ чунпа, аван пурнăçланине палăртаççĕ. Çавăншăн вăл Тав хучĕсене, Хисеп грамотисене те пĕрре мар тивĕçнĕ.

Ĕçре çеç мар, спортра та хастар Галина Михайловна. Мăшăрĕпе, Шурут вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче тăрăшакан Владимир Михайловичпа, тата ачисемпе вĕсем медиксен профсоюз райкомĕ, рескомĕ йĕркелекен çемье ăмăртăвĕсене пĕрмаях хутшăннă, малти вырăнсемпе те темиçе таврăннă. Ашшĕ-амăшне кура ачисем виççĕшĕ те ĕçчен, анлă тавра курăмлă çитĕннĕ. Пурте аслă пĕлÿллĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика