21 января 2012 г.
Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай (Петр Петрович Казанков) 1907 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче Тутар АССРĕнче Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче, чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
Поэт литература ĕçне 1924 çулта тытăннă. Унăн пирвайхи сăввисем «Хĕвел тухрĕ», «Хресчен, вăран!», «Ан айăплăр», «Ирĕк тимĕрçĕ» т. ыт. те «Сунтал» журналăн малтанхи номерĕсенче пичетленнĕ, вĕсем форма тĕлĕшĕнчен те, содержани енчен те çĕнĕлле янăранă, ирĕке тухнă ĕç халăхĕн ĕçне мухтанă.
Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче П.Хусанкай çырнă нумай сăвăпа поэмăра совет халăхĕн паттăрлăхне сăнласа панă. Вĕсенчен уйрăмах «Таня» тата «Аптраман тавраш» поэмăсем палăрса тăраççĕ.
П.Хусанкай вăрçă хыççăнхи çулсенче çырнă «Тури Вылта туй сикет», «Çуллахи талăк», «Эп сăмах хăватне ĕненетĕп» поэмăсенче совет халăхĕн кулленхи ĕç-хĕлне, шухăш-кăмăлне сăнласа парать, çын политикăлла ăс-тăн тĕлĕшĕнчен ĕлĕкхинчен нумай ÿснине палăртать.
П.Хусанкай ача-пăча валли те сахал мар çырнă. «Итлемен Илтепи», «Çарăк», «Кăвакарчăн», «Тĕнчере мĕн вăйлăрах;» тата ытти юмахсенче ĕç халăхĕ мĕн авалтанпах чăнлăха шыранине, мĕне ĕмĕтленнине каласа панă. «Тăван çĕр-шыв» поэмăра автор чăваш çĕрĕн пуянлăхĕпе унăн илемĕ çинчен, тăванла республикăсен çитĕнĕвĕсем çинчен çырать. «Вăрман юрлать» кĕнекери сăвăсем тăван таврара ÿсекен йывăçсемпе паллаштараççĕ.
Поэт чăваш тата ытти халăх писателĕсен произведенийĕсене тишкерсе нумай статья çырнă, вĕсене авторăн «Ăсталăхпа чăнлăх» кĕнекинче пичетлесе кăларнă.
П.Хусанкай — ăста куçаруçă. Вăл А.Пушкинăн «Евгений Онегин» сăвăлла романĕпе «Полтава» поэмине, чылай юмахĕпе сăввине, А.Грибоедовăн «Ăса пула инкек» комедине, В.Шекспирăн «Ромеопа Джульетта» трагедине тата ытти поэтсен сăввисене чăвашла куçарнă. К.Ивановпа Çеçпĕл Мишшин чылай произведенине вырăсла куçарса кăларнă.
Çÿлерех асăннă кĕнекесене эсир районти, çавăн пекех ялсенчи библиотекăсенче тупса вулама пултаратăр. П.Хусанкай — пĕр харăсах икĕ чĕлхепе çыракан поэт.
Районти модельлĕ тĕп библиотекăра П.Хусанкай 105 çул тултарнине халалласа кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Вăл «Халăхăн мухтавлă ывăлĕ» ятлă. Кунта эсир поэтăн пултарулăхĕпе, çавăн пекех унăн произведенийĕсемпе паллашма пултаратăр. Библиотека ĕçченĕсем «Поэт беспокойного сердца» буклет туса хатĕрленĕ.
Источник: "Каçал Ен"