21 января 2012 г.
Районта пултаруллă, хăйсен ĕçне юратса тăвакан учительсем нумай. Ачасене пĕлÿ парасси çăмăл ĕç мар, çапах та кăмăл туртнипе çак çула суйланисем йывăрлăхсене пĕрин хыççăн теприне парăнтарса пыраççĕ, çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем тăваççĕ.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче физика предметне вĕрентекен В.Петров — хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын. Талантлă педагог нумай çул ĕнтĕ ачасене çут çанталăк вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать, тĕрлĕ вăйă-конкурс евĕр уроксем йĕркелесе физикăпа интереслентерет, нумайрах пĕлес туртăмне вăйлатать. Чи пĕрремĕш уроксенчен пуçласах вĕренекенсем Вениамин Николаевич ертсе пынипе физика тĕнчи тăрăх тыткăнлакан çул çÿреве тухаççĕ. Ачасем теори вĕреннипе çеç мар, класра та, килте те экспериментсем ирттереççĕ, хăйсем тĕллĕн тĕрлĕ пулăмсене тишкерме, пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхаççĕ. Опытлă учитель кашни вĕренекен творчествăлла пултарулăхне аталантартăр, хăйĕн умне тĕллев лартса ăна пурнăçлама пĕлтĕр, кирлĕ чухне хăйĕн шухăшĕсене хÿтĕлеме пултартăр тесе чылай вăй хурать. Час-часах тĕрлĕ конкурссем ирттерсе ачасене малалла пур енлĕн аталанма пулăшать. Талантлă педагогăн вĕренекенĕсем те пултаруллă. Кашни конкурсрах хăйсен тарăн пĕлĕвĕпе анлă тавра курăмне кăтартса вĕсем юратнă учительне савăнтараççĕ. Акă, нумаях пулмасть районта иртнĕ «Космос» конкурсра та вĕсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. «Космос аппарачĕсен моделĕсем» номинацире 7-мĕш «б» класс вĕренекенĕ Саша Соловьев 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, «Проект ĕçĕ» номинацире Таня Козлова (9-мĕш «а» класс) тата Настя Горбунова (5-мĕш «б» класс) 2-мĕш вырăнсене тухрĕç. «Ÿкерчĕксем» тата «Рефератсем» номинацисенче те вĕренекенсем шкул ятне ямарĕç, хăйсене лайăх енчен кăтартма пултарчĕç. Кунта, паллах, учителĕн тÿпи питĕ пысăк.
Унсăр пуçне Вениамин Николаевич ачасене олимпиадăсене хатĕрлесси çине уйрăм тимлĕх уйăрать, хăйĕн хатĕрлев системипе усă курса нумайрах пĕлÿ пама тăрăшать вĕсене. Çакă вĕренекенсене районта çеç мар, республика шайĕнче те çитĕнÿсем тума пулăшать.
Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен педагога ачасем юратаççĕ, унăн урокĕсене хаваспах çÿреççĕ. Вăл интереслентерсе пынипе хăйсен пурнăçне физикăпа çыхăнтарас тенисем сахал мар пулни те савăнтарать учителе.
Источник: "Каçал Ен"