АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакăра шыва кĕчĕç

21 января 2012 г.

Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн январĕн 19-мĕшĕ — чи пысăк уявсенчен пĕри. Вĕсем Турă шыва аннă куна паллă тăваççĕ. Аслă Чурачăк ялĕнчи тата çывăхри ялсенче пурăнакансемшĕн кăçалхи уяв, ХХI ĕмĕрте пĕрремĕш хут, хăйне евĕрлĕхпе асра юлчĕ. Аслă Чурачăк чиркĕвĕн настоятелĕ Георги атте, предпринимательсем, турра ĕненекенсем тăрăшнипе Хăнтăрла юхан шывĕ хĕрринче Чĕчкен ял поселенийĕн администрацийĕн пуçарăвĕпе чавнă искусствăлла кÿлĕре вак каснă. Çак кун çĕр çын ытла унта шыва кĕчĕ. Вĕсем хушшинче пĕчĕк ачасем те, аслисем те пулчĕç. Ватă çынсем те айккинче юлмарĕç. 80 çула çывхаракан Аркадий Наумов та сивĕрен хăраса тăмарĕ. Çамрăксене тĕслĕх кăтартса ÿт-пĕве пиçĕхтермеллине палăртса вакка анчĕ.

Салтăнса тăхăнмалли пÿлĕме вĕри чей, электро çутă парассине, вакă чавса шыва кĕрекенсемшĕн кирлĕ условисем тăвас тесе В.Шипатов предприниматель йĕркелÿ ĕçне пысăк шайра ирттернине палăртмалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика