21 января 2012 г.
Пурнăçне музыкăна халалланă Ярослав Ильина районта пĕлмен çын сахал пулĕ. Вăл Тăманлă Выçли шкулĕнче 1995 çултанпа ĕçлет. Хальхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнчен Ярослав Николаевича шкул директорĕн «тилхепине» тытма шанчĕç.
Я.Ильин хăйне яш пекех çăмăл тытать. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырса яланхиллех малтисен ретĕнче пыма ăнтăлать, кирек мĕнле лару-тăрура та шÿтлеме май тупать.
Ярослав ялти вăтам шкултан вĕренсе тухса Чăваш Республикин культурăпа çут ĕç училищине оркестр уйрăмне вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă пĕтерсе Тăманлă Выçлире культура çурчĕн директорĕнче ĕçлет.
1991—1992 çулсенче Ярослав Николаевич çарпа тинĕс флотĕнче хĕсметре тăнă. Унтан тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçласа тăван ене таврăннă, ялти культура çуртĕнче художество руководителĕнче ĕçлеме пикеннĕ.
Вун пилĕк çул ытла ĕнтĕ вăл шкул ачисемпе тимлет. «Пурнăçра чи кирли — хăвна хăв шанни, пĕр тĕллеве пурнăçланă хыççăн теприн патне ăнтăлни»,— тет музыкант.
Сăмахне тытма, çынна ăнланма, вăхăтра кирлĕ пулăшу пама пултарнăшăн хисеплеççĕ ăна ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем. Педагогăн ашшĕ те, Николай Андреевич Ильин, ялти шкулта нумай çул директорта тăрăшнă, музыка предметне вĕрентнĕ. «Пĕчĕкренех юрăсем кĕвĕлеме юрататтăм. Пĕрремĕш хут купăса хăçан алла илнине ас тумастăп та. Çынсем каланă тăрăх — утма-калаçма пуçласанах ăна алăран вĕçертмен»,— терĕ Ярослав Николаевич.
Паянхи кун Тăманлă Выçли пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулĕнче 70 ача пĕлÿ пухать. Пĕрремĕш класа куллен 6 ача çÿрет. Шкулти 64 ачаран 6-шĕ — отличник (9,4 процент), 27-шĕ — ударник (42,2 процент).
Я.Ильин 20 ытла юрă кĕвĕленĕ. Унăн юррисене вĕренекенсем, учительсем, культура тытăмĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ сцена çинче шăрантараççĕ. Тĕслĕхрен, Ярослав Николаевичăн «Шурă чечек çыххи» юрри — «Хавас» ушкăнăн репертуарĕнче.
Çавăн пекех Я.Ильин композитор районта, республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăннă, хутшăнать те. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна район администрацийĕ пĕр хутчен кăна мар Хисеп грамотисемпе чысланă.
— Маншăн пысăк чыс — вĕренекенсен тав сăмахĕ. Чылай çул иртнĕ хыççăн та вĕсем тав туни чĕрене ăшăтать, малалла хавхаланса ĕçлеме вăй парать,— тет вĕрентекен.
Источник: "Каçал Ен"