АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрехпе туслашни – вут-çулăм тухнин сăлтавĕ

21 января 2012 г.

Кашни çул тĕнчере 7 млн ытла пушар тухать, вĕсенче 50 пине яхăн çын вилет. Çавăнпа та вут-çулăмпа кĕрешесси пушар хуралĕн ĕçченĕсен кăна мар, кашни çыннăн тивĕçĕ пулса тăрать. Тимлĕ пулни çеç пушарсен шутне чакарма пулăшĕ. Вутпа ĕçленĕ чухне тимлĕхе çухатнин пĕтĕмлетĕвĕсем хăрушă: çынсем вилеççĕ, пÿрт-çурт, ытти пурлăх кĕле куçаççĕ.

2011 çул районшăн йывăр тапхăр пулчĕ. Çак вăхăтра 26 хут вут-çулăм алхасрĕ, 6 çын вилчĕ, 16 çурт-йĕр çунса кайрĕ, 20 сиенленчĕ. Тăкак 600 пин тенкĕ ытла пулчĕ.

2011 çулхи пушарсен тĕп сăлтавĕсем: электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курни — 11 тĕслĕх (45,8%), çулăмпа ĕçленĕ чух тимлĕхе çухатни — 5 (16,6%), кăмакасемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсни — 5 (16,6 %), ачасем вутпа выляни — 1 (4,1%), вут тĕртни (поджог) — 1 (4,1%), урăх сăлтавпа — 3 (12,5%).

Пурăнмалли çурт-йĕрте — 21, транспорт çинче 1 пушар тухнă.

Çÿлерех асăннă пушар сăлтавĕсем çынпа тÿррĕн çыхăннă. Вăхăтра улăштарман электропровод, чармасăр хăварнă электроприбор, проводсене правилăсене пăсса монтаж туни вут тухасси патне илсе çитереççĕ. Хăш чухне эпир ансат правилăсене пăхăнманнишĕнех çурт-йĕре, пурлăха çухататпăр, çын пурнăçĕ татăлать.

Çулталăкра 8 уйăха яхăн пÿрте кăмакапа хутса ăшăтатпăр. Анчах кăмакасем юсавлă пулмалли, вĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене шута илсе тумалли питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кашниех ăнланмасть. Кăмака çăварĕ умĕнче тимĕр листа пулмалла, çунакан вутта пăхсах тăмалла, ачасене хăйсем тĕллĕн кăмака хуттармалла мар.

Вут-çулăмпа асăрханмасăр усă куракансен пысăк пайĕ — ÿсĕр çынсем. 2011 çулта пушарсенче вилнĕ çынсем пурте тенĕ пекех урă мар пулнă. Çавăнпа та асра тытăр: эрехпе çывăх туслашни ытла хака ларать, хăвăрăн çеç мар, çывăх çыннăрсен пурнăçĕшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика