АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк бизнес субъекчĕсенче тĕрĕслев ирттернĕ

21 января 2012 г.

Роспотребнадзор управленийĕн Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсем 2011 çулхи тăваттăмĕш кварталта пирĕн район территорийĕнче потребительсен прависене сыхлас сферăри законодательствăра йĕркене пăснине тупса палăртас тĕллевпе тĕрĕслевсем ирттернĕ. Хальхинче вĕсем И.М.Шакуров, К.С.Зайцева предпринимательсем патĕнче, «Алтын Ай» ОООра пулса протоколсем çырнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче магазинсенче срокран тухнă апат-çимĕç сутнине, тавара хатĕрлекен, сутакан пирки вырăсла информаци пулманнине тата ыттине те тупса палăртнă.

Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн Роспотребнадзор управленийĕн ĕçченĕсем предписанисем те çырнă. Протоколсем тăрăх вара Административлă кодексăн 14.8 статйин 1-мĕш, 14.4 статйин 2-мĕш пайĕсемпе 13500 тенкĕлĕх штраф тÿлемелли çинчен 4 постановлени кăларнă. Пĕр постановленипе яваплă çынна асăрхаттарнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика