18 января 2012 г.
Каç. Лисук чÿрече умĕнчи кресло çине урисемпех хăпарса ларнă та такама та çăтса ярас евĕр анаслакаласа истори кĕнекине сиркелесе ларать. Ах, студент пурнăçĕ сесси пуçланиччен çеç пыл та çу çав. Халĕ акă шкул ачисен Çĕнĕ çул каникулĕ, Лисукăн вара тепĕр икĕ кунтан тахçантанпах хăратса пурăннă, ун çинчен ас илсенех чĕтреве ертекен чи йывăр экзамен. Темшĕн шакла пуçлă, илемсĕр куçлăхлă преподаватель пĕрремĕш хут курсанах килĕшмерĕ Лисука, çавăнпа та вăл унăн занятийĕсене кайма шутламарĕ те. Хĕр-тантăшĕсем каланă тăрăх, хайхи шакласкер çÿременнисене экзаменра раксем ăçта хĕл каçнине кăтартма тĕв тунă имĕш. Çавăнпа халь Лисук хăйне хисте-хисте кĕнекери кичем сас паллисем çине пăхса ларать.
Акă, унччен те пулмарĕ, кантăкран темскер тÿнк! турĕ, унтан урамра шăхăрни илтĕнчĕ. Шарт сиксе хĕр чÿрече каррине ярса тытрĕ, сирсе урамалла тинкерчĕ. Каçхи уйăх çутинче хăйĕн тантăшĕсене — кук тĕрриллĕ Верукпа вăрăм йăмăх хура çÿçлĕ Татюка курах кайрĕ. Хаваслăн, клоун курнă пек ахăрса кулса вĕсем аллисемпе сулкалашаççĕ — урама тухма чĕнеççĕ. Лисук пĕр вăхăт истори кĕнеки çине шухăшлăн пăхса тăчĕ — совеçĕ вăранса сас панине итлерĕ пулинех — унтан татăклăн шалти сасса шăпланма хушса кĕнекене шаплаттарса хупрĕ, пальтине çекĕлтен илсе тăхăни-тăхăнми урама сиксе тухрĕ.
Шартлама сивĕ каç. Тÿпене çăлтăрсем тапса тухнă, пĕр-пĕринпе пытанмалла выляççĕ. Хĕл Мучи пăрлă аллисемпе питрен-куçран хыпашлать, сăмсаран тытса пăхать. Апла пулин те Верукпа Татюк йăл-йăл çиçсе, хĕвел пек çуталса тăраççĕ.
— Эс мĕн, ыйхă чăпти, килĕнте çывăрса выртан? Намăс мар-и сана çакăн пек асамлă каç упа пек шăтăкран тухмасăр ыйхă тĕнчипе киленме? — тÿрех сиксе ÿкрĕ сивĕпе хĕрелнĕ Верук тин пÿртрен тухнă «ăшă» Лисук çине.
— Мĕнле асамлăх вара паян? — куçĕсене мăчлаттарчĕ лешĕ.
— Паян Раштав каçĕ! Эппин, юмăç ямалла. Хăçан тата кама качча каясса пĕлĕпĕр! Чутах çывăрса юлаттăн, — аллисемпе çил арманĕ пек хăлаçланса кăшкăрашрĕ Татюк.
Чăнах та, паян сурăх ури тытмалла-çке, пулас мăшăр камне пĕлме юмăç ямалла. Лисуксен сурăххисем пур-ха, анчах тĕттĕм витене кĕме пĕрре те кăмăлĕ пулмарĕ. Хăраса шуйханнă сурăх тапĕ те, кайран çамка çинчи мăкăльпе мĕн тумалла, хунар вырăнне унпа çутатса çÿремелле-и; Çамкисене картлантара-картлантара пĕр хушă шутласа тăрсан хĕрсем хапха урлă кăçатă ывăтма шут тытрĕç. Хăш еннелле кăçатă пуçĕ выртĕ, çав енне качча кайăн.
Чи малтанах Татюк телейне тĕрĕслесе пăхма шутларĕ. Уринчи кăçаттине хыврĕ те пуçĕ çийĕн темиçе хут çавăрса илсе пĕррех вăркăнтарчĕ хапха урлă.
— Ăхă, Шупашкар каччи пулĕ, — пĕлтерчĕ Верук ăна-кăна чухлакан çын пек ăслăн калаçма тăрăшса.
Халĕ Лисукăн черечĕ. Вăл васкамарĕ-ха. «Ничево, ничево, ничево пурнатпăр, кăçал качча каймасан та тепĕр çул каятпăр», — такмакласа тăпăртатса çаврăнчĕ вăл. Унтан кăçаттине çаврăннă çĕртех ывăтма хăтланчĕ. Пулас мăшăр еннелле туртăнакан кăçатă хапха урлă вĕçес вырăнне темшĕн тĕрĕс çула улăштарса мунча урлă кÿршĕсен картишне вирхĕнчĕ, лаплатса çĕре ÿкрĕ.
— Ак, тамаша! Кÿршĕ Сашука качча каян пуль эс! – ахăрма пуçларĕç Верукпа Татюк. Лисук тутине тăсрĕ: мăнтăркка Сашука ачаранпа чăтма пултараймасть. Лешĕ те ăна курсанах йĕкĕлтешме пуçлать, йĕрес патнех çитерет хăш чух.
— Çук вара! Çав услапа кайиччен пĕчченех ĕмĕре ĕмĕрлĕп! — пат татса хучĕ Лисук, çаврăнса утма хатĕрленчĕ. Анчах, чим-ха, хăрах урара ма нуски кăна? Кăçат! Ара, вăл кÿршĕсен картишĕнчех юлчĕ вĕт!
— Темех мар, — хăйне хăй лăплантарма тăрăшрĕ вăл.— Акă чикмек лартса мунча тăррине хăпаратăп та, кÿршĕсем патне анса илетĕп.
Шутланă — тунă. Çын пахчине купăста вăрлама кĕрекен качака пек вăр-вар улăхса кайрĕ вăл мунча тăррине, унтан çĕре сикрĕ. Унччен те пулмарĕ, кÿршĕсен Кампурĕ каçăхса кайса вĕрме тытăнчĕ: вăрра тытрăм терĕ пуль. Хуçисене тăратса хăй епле маттуррине кăтартас тесе тăрăшсах хамлатрĕ те хамлатрĕ.
Тимуш тете тухсан акă мĕн курчĕ: стена çумĕнче йытăран хăранипе хутланнă Лисук хăрах кăçатăпа тăрать, тепĕр кăçаттине аллине çатăрласа тытнă, куçĕсем улма пысăкăш чарăлса кайнă.
— Мĕн пулнă? Мĕн тăватăн кунта çĕр варринче? — ыйтмасăр чăтаймарĕ Тимуш тете.
— Эп-и… Эп-и? — тÿрех нимĕн те калаймарĕ хĕр, унтан васкавлăн хушса хучĕ. – Сашук патне килтĕм. Килте мар-им вăл? Эппин, эп каям-ха.
Тимуш тетен ним ăнланман куçĕсенчен урăх пăхса тăрас мар терĕ Лисук, кăçаттине йăпăр-япăр тăхăнчĕ те мунча тăррине упа пек йăраланса хăпарса кайрĕ.
Источник: "Каçал Ен"