18 января 2012 г.
«Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ», «Атте-анне пур чухне кирек кама та пурăнма аван», тенĕ ĕлĕкрен ваттисем. Çаплах ĕнтĕ, тĕнчери чи хаклă çынсем пепкисене кун çути парнелеççĕ, тĕрĕс-тĕкел, ырă-сывă çитĕнтерсе ура çине çирĕп тăратас тесе лăш курмасăр тăрăшаççĕ, чĕрери юратăвне, чун ăшшине, çут çанталăк пÿрнĕ ашшĕ-амăшлĕх туйăмне, тÿсĕмлĕхне, вăй-халне пĕтĕмпех вĕсене параççĕ. Çитĕнсе çитсен ачисем хăйсене хисеплессе аслисенчен кашниех ĕмĕтленет. Шурут-Нурăсра пурăнакан Матросовсем вара ывăл-хĕрĕсемпе чăннипех савăнма, мăнаçланма пултараççĕ. Килте иккĕшех пурăнаççĕ пулин те, ватлăх кунра вĕсем хăйсене пĕччен туймаççĕ.
Матросовсен çемйипе мана иртнĕ çулла паллашма тÿр килнĕччĕ. Кил хуçи арăмĕн, Зоя Григорьевнăн, Аслă Отечественнăй вăрçăра хыпарсăр çухалнă тетĕшĕн — Александрăн — вил тăприне тăван ялти масар çине илсе килсе пытарчĕç ун чухне. Çавăн чухне туйса илтĕм те çак çемьере тăвансем хушшинчи çыхăну питĕ çирĕппине. Кунсăр пуçне, ашшĕ-амăшĕ ачисене кирлĕ пек воспитани, ăс-тăн пани, çынна хаклама вĕрентни те куçкĕретех. Икĕ ывăлĕпе икĕ хĕрĕ те аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ, юратнă ĕçсенче тăрăшаççĕ. Таня — кулинар, çулсене пăхмасăрах истори факультетĕнче ăс пухать. Володя медицинăна суйласа илнĕ, хирург, чылай çул Владивостокра çар госпиталĕн заведующийĕнче тăрăшнă. Халь вара — РФ Патшалăх хăрушсăрлăх службин Чулхулари институтĕнче медицина факультечĕн преподавателĕ, подполковник. Валя çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ, ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствинче вăй хурать. Сергей милицин аслă шкулне пĕтернĕ, паян кун çемйипе Ямал çур утравĕ çинче пурăнать, спецназра ĕçлет. Канмалли кунсенче, отпуск вăхăтĕнче ачисемпе мăнукĕсем яла, ашшĕпе амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне, васкаççĕ. Тăван кил туртăмĕ, хаклă çыннисен сăнарĕсем темрен те çывăхрах çав.
Зоя Григорьевнăпа Иван Михайлович çемье çавăрса пурнăç çулĕпе алла-аллăн утма пуçланăранпа раштав уйăхĕнче çур ĕмĕр çитрĕ. Ылтăн туй уявне паллă тума икĕ ывăлĕпе икĕ хĕрĕ, кĕрĕвĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем, кÿршĕ-аршă пухăнчĕç. Ашшĕпе амăшĕ ячĕпе ачисем хатĕрленĕ тулли кĕрекере шăкăлтатса калаçса ларнă май хăнасем апат-çимĕçпе, кăпăклă сăрапа та сăйланнă, утса тухнă пурнăç çулне те аса илнĕ.
... Çак çемьен историйĕ питĕ пуян, тĕрлĕ енлĕ, кĕнеке çырмалăх та çитет. Иванпа Зоя иккĕшĕ те Шурут-Нурăсра çуралса ÿснĕ, кунтах шкула чупнă, пĕр класра ăс пухнă. Тен, çамрăксем пĕр-пĕрне кăмăлласси шкул саккинченех пуçланнă пуль. Вăрçă умĕнхи çулсенче çуралнисен шăпи çăмăл килнĕ тееймĕн. Ун чухне ялсенче ачи-пăчине йышлă çуратнă. Соколовсен (Зойăсен) çемйинче 8 ача кун çути курнă, пĕри пĕчĕклех скарлатинăпа чирлесе çĕре кĕнĕ. Зоя — чи кĕçĕнни. Аппăшĕ Валя та ялтах пурăнать. Вĕсен ашшĕпе амăшĕ, Григорий Михайловичпа Иустиния Акимовна, вырăссем пулнă. «Асаттепе асанне революцичченех Самар çывăхĕнчен 6 ачипе куçса килнĕ. Асатте, Михаил, строительство енĕпе ăста пулнă. Вăл куçса çÿресе ĕçленĕ. Шурут-Нурăса килсе тухсан ăна çак тăрăх килĕшнĕ те, кунтах пурăнма юлнă. Асанне чирлесе вилсен вăл ачисене пĕчченех ÿстернĕ. Яш çулне çитнĕ атте Хырхĕрри хĕрĕпе Иустинийăпа тĕл пулса мăшăрланнă», — каласа пачĕ Зоя аппа. Тĕпкĕчĕсем вырăс пулнăран çак çемьере вырăсла та, чăвашла та пĕр пекех таса та тĕрĕс калаçнинчен тĕлĕнмелли çук.
Ивансем те çиччĕн пĕр тăван пулнă. Ят тухсан каччă çарта 3 çул службăра тăнă, малтан Китайра, кайран Украинăна куçарнă. Совет çарĕнчен таврăнсан Иван Михайлович «Урожай» колхозра тивĕçлĕ канăва тухичченех водительте тăрăшнă. Эрех-сăрапа нихăçан та иртĕнмен арçын, мăшăрĕ ăна килне ÿсĕр килнине ас тумасть. Пĕрле ĕçлекенсемшĕн те, ачисемшĕн те тĕслĕх пулнă вăл. Ун патне ял çыннисем халь те канаш ыйтма килеççĕ. Зоя Григорьевна вара нумай çул Шурутри участок больницинче шут ĕçченĕ пулнă. Ĕçĕнче те, кил хуçалăхĕнче те ĕлкĕрсе пынă, ачи-пăчин хырăмĕ тутă, çи-пуçĕ питĕ пултăр тесе тăрăшнă. Пурне те пĕчĕкренех ĕç тĕлне хăнăхтарнă.
«Телейлĕ çын эпĕ. Çумра юратнă мăшăр пур, ачасем, кинсемпе кĕрÿсем, мăнуксем куç тулли. Пире хисеплеççĕ, юратаççĕ, килсех тăраççĕ, пулăшаççĕ. Хамăр шутламан та, ылтăн туя та вĕсемех туса пачĕç. Ваньăн та, манăн тăвансем те яла килсен-кайсан кĕмесĕр иртмеççĕ. Хăнасемшĕн яланах алăк уçă пирĕн», — терĕ Зоя аппа. Иван пичче те унпа пĕр шухăшлах, çăмăл килмен пулин те, шăпине ÿпкелемест вăл. Ĕçчен те уçă, ырă кăмăллă, савакан мăшăр тĕлне пулнăшăн Турра тав тăвать.
Источник: "Каçал Ен"