18 января 2012 г.
Çулталăк каялла Урмаелĕнчи «Трактир» магазинта ĕçлекен Гулюса Текмеевăна «Кĕтне» кафе заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанаççĕ. Райпо тытăмĕнчи ертÿçĕсенчен вăл — çамрăккисенчен пĕри.
Гулюса Текмеева Урмаелĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул хыççăн вăл Шупашкарти коопераци техникумне ăнăçлă пĕтернĕ. «Ачаранах ял пурнăçне хăнăхнă çынна хулара пурăнма йывăр, чун пурпĕр ялаллах туртатчĕ»,— терĕ Гулюса Абельгазовна.
Райпо тытăмĕн ĕçченĕ ял каччипе, Дамир Миназымовичпа, пĕр çемье çавăрса çурт лартнă. Икĕ ача — хĕрпе ывăл — çитĕнтереççĕ Текмеевсем.
— Коллектив райпо правленийĕ лартнă тĕллевсене пурнăçласа пырать. Акă иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче те апат-çимĕç пĕçерсе, сутса 815 пин тенкĕ укçа тунă,— паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе заведующи.
«Кĕтне» кафе коллективĕ райпо тытăмĕнче маттуррисен шутĕнче. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене райпо правленийĕ мухтать, ытти ĕç коллективĕсем умĕнче тĕслĕх вырăнне хурать. Апат çиекенсем, пылак çимĕç туянакансем тав сăмахĕ калани те — кунта ĕçлекенсемшĕн чи пысăк хисеп.
Источник: "Каçал Ен"