14 января 2012 г.
Нумаях пулмасть районти тĕп библиотека çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ. Кунта çитĕннисем те, ачасем те кăмăла каяканнине тупма пултарĕç.
Акă «Животный мир Чувашии» кĕнекере пирĕн тăрăхри чĕр чунсем çинчен çырса кăтартнă. Чăваш çĕр-шывĕ пысăках мар пулсан та, тĕрлĕрен ÿсен тăранпа чĕр чунран питĕ пуян. Çакă географи условийĕсемпе çыхăннă: пирĕн вĕçĕ-хĕррисĕр хирсем те, кашласа ларакан вăрмансем те, анлă юхан шывсем те пур. Тăван тăрăхри чĕр чунсен пуян тĕнчипе паллаштарать çак кĕнеке.
Е.Жачеван «Чувашская вышивка. Советы мастерицы» кĕнекинче эсир чăваш тĕрри çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултаратăр. Автор «Чăваш тĕрри çыруллă» текен каларăша туллин, çăмăл чĕлхепе ăнлантарса парать, тĕрлĕ чăваш тĕррисемпе паллаштарать.
«Хуратнă кĕмĕл. Суйласа илнисем» кĕнекене чăваш халăх поэчĕн Николай Исмуковăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисемпе поэмисене кĕртнĕ. Унта авторăн пурнăçĕ, кăмăл-туйăмĕ ÿкерĕнсе юлнă.
М.Сунталăн «Мăнту вăрттăнлăхĕ» кĕнекинчи тĕп сăнарсем — ырă чун-чĕреллĕ ачасем, тăван çĕре упрас, унăн историне тĕпчесе пĕлес тесе тăрăшаççĕ, тавралăх илемне чун-чĕрипе туяççĕ.
«Ялти çăтмах» фантастикăлла повеçре тĕп сăнар — Ванюк — тăван ялĕнчех çăтмахри пек илемлĕ те ырă пурнăç тума ĕмĕтленет. Ăна пулăшакансемпе пĕрлех ура хуракансем те тупăнаççĕ.
Н.Ишентейĕн «Кĕрешÿпе юрату» кĕнекине кĕнĕ икĕ повеçе те пĕр тема пĕрлештерсе тăрать. Сăнарсем чăн-чăн юрату пуррине ĕненеççĕ, уншăн кĕрешеççĕ. Таса юрату ырă чунлă çынсене çеç тивĕçет, телей тĕнчине илсе кĕрет.
Тепĕр çĕнĕ кĕнеке — И.Дубановăн «Географические названия Чувашской Республики: краеведческий словарь». Унта 3000 яхăн географи ячĕ — çын пурăнакан вырăнсем, юхан шывсем, сăртсем, кÿлĕсем тата ытти те — кĕнĕ. Словарь филологсемшĕн, историксемшĕн, тавра пĕлÿçĕсемшĕн тата тăван тăрăхпа интересленекен ытти çынсемшĕн те усăллă пулĕ.
Çĕнĕ кĕнекесене килсе вулама ан ÿркенĕр, вĕсем сирĕншĕн усăллă пуласса шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"