14 января 2012 г.
Ачасенче, çамрăксенче — пирĕн çĕр-шывăн пуласлăхĕ. Вĕсем — пурнăç тилхепине малашлăхра тытса пыракансем. Ватăсем хальхи çамрăксене 50 çул каяллахисемпе танлаштарса хурлама пăхаççĕ пулсан та, вĕсемпе пит килĕшесех килмест. Малалла талпăнакан, нумайрах çĕннине пĕлме ăнтăлакан, ачаран ĕçпе туслă, пултаруллă çамрăксем паянхи кун та питĕ йышлă. Вĕсенчен пĕринпе сире паян паллаштарасшăн.
Аня Васильева Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра пĕлÿ пухать. Мĕн пĕчĕкрен «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать вăл. Шкула хаваспах çÿрет, уроксене тĕплĕн хатĕрленсе учитель каланисене ăша хывма тăрăшать. 4-мĕш класран пуçласа кашни çулах районта иртекен тĕрлĕ предмет олимпиадисене хутшăнать, çĕнтерÿçĕсен шутне те пĕрре мар лекнĕ вăл. Сăмахран, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче тăватă олимпиадăра палăрма ĕлкĕрчĕ тăрăшуллă хĕр. Физика, МХК, астрономи предмечĕсемпе — 3-мĕш, технологипе 1-мĕш вырăнсене тивĕçрĕ. Халĕ Аня республика шайĕнче технологипе иртекен олимпиадăна хутшăнма хатĕрленет. Унта валли вăл творчествăлла проект тунă, вĕт шăрçапа тĕрлесе картинка ăсталанă. Сăмах май, çакăн йышши тĕрре вăл пĕрремĕш хут хатĕрлемест. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех тăрăшуллă хĕр ача çак ĕçе иленнĕ, унра чун киленĕçĕ тупнă. Йăлтах ашшĕ пĕринче туянса панă ал ĕç журна-лĕнчен пуçланнă. Хĕр ача малтанах вĕт шăрçаран тĕрлĕ вăчăрасем, хăлха çаккисем ăсталанă. Каярахпа, шкулта вĕт шăрçапа ĕçлеме вĕрентекен кружок уçăлсан, хаваспах унта çÿреме тытăннă, пĕчĕк картинăсем хатĕрлессинчен пуçланă, хăнăхнăçемĕн аванах пысăк ÿкерчĕксем тĕрлесе илемлетнĕ. Халĕ пушă вăхăт пулсанах йĕппе çип, тĕрлĕ тĕслĕ шăрçасем илет те юратнă ĕçпе киленет вăл.
Унсăр пуçне Аня спортпа питĕ туслă. Мĕн пĕчĕкрен волейбол вăййине кăмăллать, кашни кун тенĕ пекех уроксем хыççăн шкул спортзалне выляма çÿрет. Вăл хутшăнакан команда час-часах районта иртекен ăмăртусенче шкул чысне хÿтĕлет, аван кăтартусемпе палăрать.
Шкул пĕтерсен кам пулма ĕмĕтленнине па-лăртмарĕ пултаруллă хĕр. «Математика, физика предмечĕсене килĕштеретĕп. Тен, вĕсемпех пурнăçа çыхăнтарма май килĕ»,— пĕлтерчĕ вăл.
Источник: "Каçал Ен"