АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район территорийĕнче 13 çын пурнăçĕ татăлнă

14 января 2012 г.

2011 çулта район территорийĕнче пурĕ 43 автоавари регистрациленĕ. Унта 13 çыннăн пурнăçĕ татăлнă (2010 çулта 9 çын вилнĕ), 63 çын сусăрланса сипленнĕ (виçĕм çул ку кăтарту 67-пе танлашнă).

Иртнĕ çул ГИБДД сотрудникĕсем нумай профилактика мероприятийĕ йĕркелерĕç. Ача-пăча учрежденийĕсенче 38, вĕренÿ заведенийĕсенче 84, автотранспорт предприятийĕсенче 33 тĕл пулу, калаçу тата лекци ирттертĕмĕр. Рейдсене, акцисене хутшăнтăмăр.

Иртнĕ çул пирĕн ĕçченсем çул çинче йĕркене пăснă 5702 тĕслĕх тупса палăртнă, протокол çырнă. 2010 çулта ку кăтарту 4900-пе танлашнă.

Çав шутра çуран çÿрекенсем çине 362, водительсем хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманшăн 679 протокол çырнă. Штрафсене вăхăтра тÿлеменшĕн вара Административлă Кодексăн 20.25 статйипе 69 çынна явап тыттартăмăр.

Иртнĕ çулăн январь — декабрь уйăхĕсенче йĕркене пăснăшăн ГИБДД ĕçченĕсем 1735100 тенкĕ штраф панă, 1567979 тенкĕ шыраса илнĕ (90,3 процент).

Ертÿçĕсене те должность инструкцийĕсене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттартăмăр (2010 çулта — 37, 2011 çулта — 36).

2011 çулта административлă арестпа 127 водителе явап тыттарнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика