14 января 2012 г.
2008 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчи 294-ФЗ номерлĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, прокуратура органĕсене предпринимательство субъекчĕсен органĕсем тĕрĕслемелли пĕрлехи плана тăвас ĕçе шаннă. Çак компетенцие пурнăçа кĕртсе, район прокуратури тĕрĕслев органĕсен план-проекчĕсене пухса паллашрĕ. Вĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн хăш-пĕр пунктсене план проекчĕсенчен кăларса пăрахрăмăр.
Сĕнÿсене шута илсе район территорийĕнчи юридици сăпачĕсене тата уйрăм предпринимательсене тĕрĕслемелли пĕрлехи плана çирĕплетнĕ.
Чăваш Республикин Прокуратури районсенчи плансене пухса республикăри пĕрлехи плана сайт çине вырнаçтарнă. Унпа интересленекенсем www.chuvprok.gov.ru прокуратура сайчĕ çине кĕрсе паллашма пултараççĕ.
Раççейри пĕрлехи плана www.genprok.gov.ru Генеральнăй прокуратура сайтĕнче тупса тĕплĕн паллашма пултараççĕ.
Унсăр пуçне, патшалăх тĕрĕслевĕн (надзорĕн) тата муниципаллă тĕрĕслев органĕсен тивĕçĕ — çÿлте асăннă плансене хăйсен официаллă сайчĕсем çине вырнаçтарасси.
Источник: "Каçал Ен"