14 января 2012 г.
Январĕн 12-мĕшĕнче Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем 2011 çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Çак канашлăва Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, полици полковникĕ Олег Яковлев хутшăнчĕ.
Ĕçлĕ тĕл пулăва Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков, район прокурорĕ Валерий Гришин, Елчĕк район сучĕн судйи Александр Викторов, районти шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен совечĕн председателĕ Петр Лапшин тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисем умĕнче Раççейри Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пай начальникĕ Геннадий Кокшин доклад туса пачĕ.
Пĕлтĕр, 2010 çулхипе танлаштарсан, 6 преступлени ытларах регистрациленĕ (166—172). Вĕсенчен 2011 çулта 145, виçĕм çул 140 преступление уçса панă.
2010 çулта преступленисене уçса парасси — 90,3 процентпа, пĕлтĕр 87,9 процентпа танлашнă.
Малалла министр çумĕ сăмах илчĕ. Вăл районсенчи подразделенисен начальникĕсен доклачĕсене итлерĕ. Пухăннисене Алексей Ефремов, Сергей Кокорев, Ринат Зайнуллин, Михаил Фролов, Сергей Свинин сотрудниксем 2011 çулта тунă ĕçсемпе паллаштарчĕç.
Докладсене итленĕ хыççăн кашнине ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕ, тĕллевсем те лартрĕ. «Чи кирлĕ кăтарту вăл — иртнĕ çулсенче тунă «тĕттĕм» преступленисене уçса парасси. Тата сире халăх шанни»,— терĕ Олег Николаевич.
— 2012 çулхи пĕрремĕш кварталтах çынсем çине алă çĕклекенсене (Уголовлă Кодексăн 116, 117 статйисем) ытларах учета тăратмалла. Ку вăл хăйне евĕрлĕ профилактика. Малашне участок уполномоченнăйĕсем ял поселенийĕсен территорийĕсенче профилактика совечĕн ларăвĕсене ытларах ирттерессе шанатăп,— терĕ тĕп хуламăртан килнĕ хăна.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ те пакунлă çынсене сĕнÿсем пачĕ. «Икĕ района танлаштарсан çакă паллă: Комсомольски районĕнче 287 çын, Елчĕк районĕнче вара 471 çын профилактика учетĕнче тăрать. 2011 çулта кÿршĕ районта преступленисен шучĕ чылай чакнă, пирĕн район территорийĕнче ÿснĕ. Тен, профилактика учетне киревсĕр çынсене ытларах илсен районта та преступленисен шучĕ чакĕ»,— терĕ Геннадий Федорович кăтартусене тишкерсе.
Район прокурорĕ Валерий Гришин та çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, участок уполномоченнăйĕсен ĕçне вăйлатмаллине пĕлтерчĕ.
Юлашкинчен Олег Яковлев районти шалти ĕçсен ветеранĕсен совечĕн председательне Петр Лапшина «Ветеран МВД» медальпе наградăларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Источник: "Каçал Ен"