14 января 2012 г.
2012 çултан «Начинающий фермер» федераллă программăпа килĕшÿллĕн çамрăк (тин ĕçлеме пикеннĕ) фермерсене 1 млн тенкĕ ытла парса хавхалантарма пуçлĕç. Ăна конкурс çĕнтерÿçисем тивĕçĕç.
Çак Программăна хутшăнас тесен Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине заявка памалла тата çак критерисене тивĕçтермелле:
— заявка параканăн 12 уйăх маларах уйрăм предприниматель е хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи пулнине регистрацилени кирлĕ;
— производство базине туса хумалли, анлăлатмалли, аталантармалли бизнес-план пулмалла;
— ятарлă вăтам е аслă ял хуçалăх пĕлĕвĕллĕ, е ял хуçалăхĕнчи ĕç стажĕ 3 çултан кая мар;
— ял хуçалăх продукцине 30 пин тенкĕлĕх сутасси çинчен малтан тунă договор е çак суммăлăх тавар сутнине ĕнентерекен документсем;
— хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 3-рен пуçласа 15 ĕç вырăнĕ таран туса хурасси пирки сĕнÿ пулмалла;
— муниципаллă управлени органĕсенчен, граждансенчен, обществăлла организацисенчен, поручительсенчен рекомендаци çырăвĕсем пулмалла;
— грантпа пĕр хут паракан пулăшăвăн суммин 10 процен-тĕнчен кая мар (çав вăхăтрах 100 пин тенкĕрен кая мар) харпăр укçа-тенкĕ е пурлăх çинчен калакан информаци;
— грант пулăшăвĕпе хресчен (фермер) хуçалăхне аталантармалли тата пурăнмалли условисене лайăхлатма пĕр хутчен паракан укçа-тенке епле тăкаклассин планĕ;
— малашне 5 çултан кая мар хресчен (фермер) хуçалăхĕпе ĕçлеме тĕллев лартнă обязательство.
Сĕт суса илессине ÿстерес тесе «Развитие семейных молочных ферм» ятарлă направлени пур. Унпа килĕшÿллĕн 2012 çулта фермер ялта ферма туса лартсан, тăкакланнин 30 процентне саплаштараççĕ. Çавăн пекех тата 30 процентне республика бюджетĕнчен парса пулăшĕç.
Источник: "Каçал Ен"