14 января 2012 г.
Анат Тимĕрчкассинче пурăнакан Альфа Ананьевăна таврара пĕлмен çын та çук. Вăл — «Луч» ял хуçалăх производство кооперативĕн бухгалтерĕ.
Альфа Петровна Тури Тимĕрчкассинче çуралса ÿснĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулне пĕтерсен Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри бухгалтерсем хатĕрлекен курсра вĕренме пикеннĕ. Ун хыççăн куçăмсăр майпа Улатăрти техникумра икĕ çул пĕлÿ пухнă, ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ.
«Шăпам тăван яла, тăван хуçалăхах илсе килчĕ. Колхоза ĕнер кăна ĕçлеме килнĕ пек туйăнать»,— тет бухгалтер. Чи малтанах Альфа Петровна кассирта ĕçленĕ. Тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне кура ăна бухгалтера куçараççĕ. Вăтăр çул ытла ĕçлет те ĕнтĕ вăл пĕр вырăнта.
А.Ананьева хăйĕн вĕрентекенĕ, наставникĕ — кунта тĕп бухгалтерта ĕçленĕ Вячеслав Николаевич Плешков пирки ырăпа кăна асăнать.
«Çамрăк специалист ĕçре тытăнса юласси, паллах, аслăраххисенчен килет. Хăр-хар кăшкăрмасăр, тĕплĕ ăнлантарса пани пĕлтерĕшлĕ»,— тет паха опытлă специалист.
Альфа Петровнăна коллективра та хисеплеççĕ. Тăтăшах председатель те канаш ыйтать унран. «4-мĕш ертÿçĕпе ĕçлетĕп. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени — чи хакли»,— калаçрĕ А.Ананьева.
Мăшăрĕ, Геннадий Иванович, чылай çул хуçалăхра рабочире ĕçленĕ.
Источник: "Каçал Ен"