АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял халăхĕшĕн хăтлă

11 января 2012 г.

Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн Тăманлă Выçлири халăха куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерекен магазина юсав ĕçĕсене вĕçлесе савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Чи малтанах Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Евгений Карпеев пурне те ăнăçу сунчĕ. Ун хыççăн Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева сăмах илчĕ.

Хĕрлĕ хăйăва касма «Мастер» ОООн ертÿçине Камиль Ахметова тата райпо тытăмĕнче 40 çул ытла ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă потребкоопераци ветеранне Валентина Давыдовăна шанчĕç.

«Ял халăхĕшĕн магазина юсаса уçни питĕ хăтлă»,— терĕ Валентина Софроновна.

Тавар туянакансемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшакан, кунта заведующире ĕçлекен Валентина Киргизова тухса тав сăмахĕ каларĕ. Райпо правленийĕ ума лартнă плансене малашне те ирттерсе тултарма шантарчĕ.

«Халĕ те, малалла та халăхшăн тăрăшнă, тăрăшатпăр та»,— терĕ Валентина Владимировна, савăнăçне пытараймасăр.

Юлашкинчен Хĕл Мучин парнисене те выляттарчĕç. Чи хаклă приза — телевизора — Клавдия Хрисанова тивĕçрĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика