АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комитечĕ çамрăк, ĕçĕ курăмлă

11 января 2012 г.

Кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнче Россия Федерацийĕн Следстви комитетне, çавăн пекех ун тытăмне кĕрекен органсене, çав шутра Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмне те, туса хунăранпа çулталăк çитет. Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмне туса хунăранпах Руслан Шайхалов ертсе пырать. Çулталăкра хăйсем мĕнле ĕçсем пурнăçланипе паллаштарас, малашнехи плансем çинчен каласа парас тесе декабрĕн юлашки кунĕсенче вĕсем кăнтăр районĕсенчи журналистсемпе тĕл пулчĕç.

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн йышĕ пысăках мар, пурĕ тăххăрăн тăрăшаççĕ. Р.Р.Салимзянов заместитель, ертÿçĕн аслă пулăшуçи В.М.Ярушкин, уйрăмах йывăр ĕçсене тĕпчекен В.Ю.Егоров следователь, аслă следовательсем Д.Ф.Тазюковпа А.С.Эткеров, В.М.Сергиевский, I разрядлă специалист Н.В.Маркиданова, И.П.Серов водитель Руслан Небиулловичпа пĕрне-пĕри ăнланса тăрăшаççĕ. Вĕсем уйрăмах йывăр преступленисене тĕпчеççĕ (çынна вĕлерни, хĕнесе сывлăхне пысăк сиен кÿни, мăшкăллани, налук законодательствине пăсни, коррупци, ĕç вырăнĕпе усă курса тунă преступленисем). Р.Шайхалов каланă тăрăх, прокуратура çумĕнчен уйрăлнăранпа вĕсен службин тивĕçĕсем çавсемех юлнă пулин те, яваплăхĕ самаях хушăннă. Налукпа çыхăннă преступленисене вĕсене тĕпчеме шанса панă. 2012 çултан тата çул çитменнисене хирĕç тунă уйрăмах йывăр ĕçсене те вĕсемех тĕпчеме пуçлĕç.

2011 çулта следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем преступлени пулни çинчен 600 ытла пĕлтернине пăхса тухнă (2010 çулта – 495), вĕсене тĕрĕслесе 111 уголовлă ĕç пуçарнă. Уголовлă ĕçсенчен 12-шĕ – коррупци сĕмĕллĕ (2010 çулта – 18). Комсомольски районĕпе 2011 çулта пурĕ 20 уголовлă ĕç тĕпчесе пĕтернĕ, суда янă.

Пĕтернĕ уголовлă ĕçсем хушшинче управлени йĕркине пăсни, çыннăн пурнăçĕпе сывлăхне хирĕçле тунă усал ĕç ытларах. Тĕплĕн тишкерни уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисене алкогольлĕ шĕвексем ĕçсе минренисем, тĕллевсĕр пурнăç йĕркине тытса пыракансем туни палăртать.

Районсен прокуратурисемпе тата оперативлă шырав ĕçĕнче тăрăшакан органсемпе тачă ĕçленĕ май, коррупци тата рейдер сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртас, тĕпчес тесе çине тăрса ĕçленĕ. 2011 çулта районта çакнашкал икĕ преступлени тĕпчесе пĕтерсе суда çитернĕ. Кунсăр пуçне, пĕлтĕр çара каясран пăрăнас кăмăллисен шучĕ ÿснĕ.

Çул çитменнисен прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. 2011 çулта Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ РФ УПК 144–145-мĕш статйисемпе кĕçĕн çулхи ачасем вилнĕ тĕслĕхсемпе 4 тĕрĕслев ирттернĕ, Комсомольски районĕнче çул çитмен çамрăк хăй çине алă хунине тĕпченĕ.

Районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ преступлени тунăшăн яваплăх сирĕлменнине аса илтерет, çав вăхăтрах вĕсем граждансен конституци панă прависене хÿтĕлессишĕн те çине тăраççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика