АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш – марафонец

31 декабря 2011 г.

«Каçал енĕн» кăçалхи июлĕн 9-мĕшĕнче тухнă номерĕнче Ульяновск хулинче врач-терапевтра ĕçлекен хамăр ентеш Петр Архипович Порфирьев çинчен çырса пĕлтернĕччĕ. Вăл Хирти Шăхасанта çуралса ÿснĕ. Шупашкарти медицина училищине пĕтернĕ, Уфари медицина институтĕнче врач-терапевт дипломне алла илнĕ. Вăтăр çул ытла ĕнтĕ Ульяновскра пурăнать, врач тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать. Спортпа мĕн ачаранах туслă. Районта иртекен кашни ăмăртура призерсен шутне кĕнĕ. Çăмăл атлетикăра та, йĕлтĕр йĕрĕ çинче те çитĕнĕвĕсем сахал мар пирĕн ентешĕн. Уфари медицина институчĕн командин çитĕнĕвĕсенче Петр Порфирьевăн тÿпи пысăк. Ара, Раççейре йĕлтĕрпе чупассипе ирттерекен медицина ĕçченĕсен ăмăртăвĕсенче вăл пĕрре кăна мар чемпион лентине тивĕçнĕ. Ульяновск хулинче тĕпленсен ентешĕмĕр марафон чупма пуçлать. Раççейре иртекен ăмăртусене кашнинех хутшăнать ветеран. Çитĕнĕвĕсене унăн медалĕсем, дипломĕсем, асăнмалăх парнисем çирĕплетеççĕ.

Çак кунсенче Петр Архипович Комсомольскинче пулчĕ. Унпа тĕл пулса калаçрăмăр. Кăçал спорт ветеранĕ Мускав облаçĕнчи Зеленоградри ăмăртусене хутшăннă, 330 спортсмен хушшинче марафон дистанцине парăнтарма пултарнине кăтартнă. Унтан Санкт-Петербургри марафон чупăвне хутшăннă. 900 ытла спортсмен хушшинче каллех лайăх çитĕнÿ тунă. Тепĕр ăмăрту Уфа хулинче иртнĕ. Кунта ентеш ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Пушкăртсен музыка инструментне, курай, парнеленĕ ăна. Малалла Петр Архипович Мускавра иртнĕ Тĕнче марафонне хутшăнать. Кунта 966 спортсмен чупăва хутшăннă. Тепĕр ăмăрту Самар облаçĕнчи Жигулевск хулинче иртнĕ. Унтан та çитĕнÿпе таврăнать ветеран. Тĕллевĕ вара унăн ăмăртусене хутшăнса вăя тĕрĕслесси пулса тăрать. Тĕлĕнмелли вара акă мĕнре: 50 çулхи юбилейне 50 çухрăма чупса тухса паллă тунă ентеш. Çавăнтанпа кашни çул пĕрер километр хушса пырать. Утмăл çулта 60 километр чупрĕ. Çак юбилей кăçал пулчĕ унăн. Çавăн чухлĕ чупма вăй-хăват çитерме пултарулăх кирлине уççăн çирĕплетет мар-и çакă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика